Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕмĕл çÿçлĕ ĕç ветеранĕ

Кĕмĕл çÿçлĕ ĕç ветеранĕ

Çулсем иртнĕçемĕн çÿç пĕрчисем хăйсемех кĕмĕлленеççĕ, тейĕ вулакан. Хуйхă-суйхă нумай тÿснĕ, ĕçпе пиçĕхнĕ арçынсен вĕсем тата шап-шуррăн курăнаççĕ.

Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса ÿссе, унтах тĕпленнĕ Борис Карсаков ку тăрăхри хисеплĕ çын. Кĕмĕл çÿçлĕ ĕç ветеранĕ ят-сума çынлăхлă, ырă чун-чĕреллĕ, хастар пулнипе çĕнсе илнĕ. Мухтанасси йăлара çук унăн.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçи сакăр уйăх кĕрленĕ çулхи хĕлле Петр Порфирьевичпа Анна Андреевна Карсаковсен çемйинче кун çути курнă Борис. Ачалăхĕ çăмăл килмен. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн фермăра кочегарта вăй хунă. Малалла вĕренес ĕмĕтлĕскер каçхи шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ. Унтан районти сельхозтехникăра тракториста вĕреннĕ. Колхоз членне кĕнĕ. Малалла ăнтăлакан çамрăка трактор шанса панă.

Нумай та вăхăт иртмен, каччăна Совет çарне кайма повестка панă. Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă вăл. 1961 çулта тăван яла таврăннă та каллех колхозра трактористра ĕçлеме пуçланă. ДТ-75 тракторпа тăрăшнă вăхăтра Борис Петрович ăнсăртран аллине амантнă. Çавна май текех гусеницăллă трактор рычагне тытайман вăл. Çăмăлрах ĕçе куçнă. Йĕтем çинчи сортировка машинисене ĕçлеттернĕ. Унтан Патăрьелĕнчи СПТУра техник-осеменатор профессине алла илнĕ хыççăн икĕ çул ĕнесен кĕтĕвне ÿстерессишĕн тимленĕ.

Пуян та тĕреклĕ «Прогресс» хуçалăхра чăх, сысна, ĕне фермисем тухăçлă ĕçленипе савăнтарнă. Шăпах Михаил Миллин бригадир тăрăшуллă çамрăка хăйĕн пулăшаканĕ пулма илнĕ. Ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен Борис Петрович каярахпа 30 çул бригадирта ĕçленĕ.

— Бригадăра 40 çын ытла тăрăшатчĕ. Мĕнле ĕç кăна пулман ун чухне! Уй-хирти ĕçсене пĕтĕмпех хĕрарăмсем алă вĕççĕн пурнăçланă. Хăйсемпе пĕрле ачисене ĕçе хăнăхтарнă. Утă турттарма 12 ритван таран тухса каятчĕç, — аса илет Борис Петрович.

Вăл тăваттăмĕш участок бригадирĕнче ĕçленĕ çулсенче Николай Миллин председатель ертсе пынипе ялта çĕнĕ обьектсем çĕкленсе ларнă. Колхоз вăйĕпе тунă клуб, медпункт халăхăн пурнăç шайне çĕкленĕ.

Ĕçне кура – хисепĕ. Ăста бригадирăн ÿсĕмĕсене хуçалăх председателĕ те, патшалăх та пысăка хурса хакланă. Уявсенче унăн кăкăрне «Хисеп Палли» орден, ВДНХн ылтăн тата кĕмĕл медалĕсем, «Социализмла ăмăртăвăн çĕнтерÿçи» паллă тата ытти юбилей медалĕсем илем кÿреççĕ. Типтерлĕн упрать вĕсене ĕç ветеранĕ.

Бориспа Валентина Карсаковсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Анчах шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан çемьене пысăк инкек килсе кĕнĕ. Борис Петровичăн савнă мăшăрĕ йывăр чирлесе ÿкнĕ. Вырăн çинчен тăрайман мăшăрне арçын чылай вăхăт хушши пăхнă. Кÿршĕ-аршă та тĕлĕннĕ арçын чăтăмлăхĕнчен. Çапах та чир çĕнтернĕ, хĕрарăм 49 çултах çĕре кĕнĕ. Мĕн чухлĕ хуйхăрман пулĕ арçын пĕччен тăрса юлсан?

Паян Карсаковсен Коля ывăлĕ тăван килте. Хальхи вăхăтра тăван колхозра ĕне ферминче тăрăшать. Вăталăххи, Сергей, Çурçĕрте ĕçлет. Çемьеллĕ. Володя ывăлĕ вара хыпарсăр çухалнă. 1998 çултанпа кĕтет ашшĕ ывăлне. Çулсем чылай иртнĕ пулсан та ывăлĕ киле пырса кĕрессĕн туйăнать ăна. Чун-чĕри çулăмсăр çунать ашшĕн.

Пенсие тухнă хыççăн та Борис Петрович тÿрех хуçалăх ĕçĕнчен уйрăлман. Тăтăшах халăх хушшинче пулма ăнтăлнă. Çамрăк чухне кăна мар, çулсем иртнĕçемĕн те обществăлла ĕçсенче чунне парса тăрăшнă. Ял старостине те суйланă ăна. Депутат та пулнă. Ял халăхĕ Борис Петрович Аслă урама çул сартарассишĕн нумай тăрăшнине нихăçан та манмасть.

76 çулхи ветеран хăй пек шăпаллă хĕрарăмпа пурнăç илемне туйса пурăнать паян. Ватлăхра пĕччен марришĕн, ĕмĕре ахаль ирттерменшĕн хĕпĕртет. Турă панă кашни кунпа савăнать…

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code