Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕнесен пăрулас умĕнхи тата пăруланă хыççăнхи парезĕ

Ĕнесен пăрулас умĕнхи тата пăруланă хыççăнхи парезĕ

Асăннă чир ĕнесен нервпа мышца тата çыхăнтарса тăракан кайри пайĕсемпе урисене вăйлă сиенлетнипе палăрса тăрать, куçăм функцине пăсать, урăхла каласан, выльăха шалкăм çапма тытăнать. Çапла майпа шăмă сыпписенчи нерв кĕпçисем сиенленеççĕ, апат çулĕ, шăкпа арлăх тытăмĕсем ĕçлеме пăрахаççĕ.

Чир сăлтавĕ ытларах чухне ĕнесене пахалăхлă тăрантарманнипе, уйрăмах минераллă веществосем — кальципе фосфор тата глюкоза çителĕксĕр тивнипе çыхăннă. Выльăх организмĕ Д витамин тата ультрафиолет пайăркисем çук е питĕ çителĕксĕр чухне кальцие йышăнаймасть. Тепĕр тĕрлĕ каласан, кальци организма апатпа пĕрле çителĕклĕ кĕрсен те, Д витаминсăр пыршăлăхран организма сăрхăнаймасть. Çавăнпа ĕнене пăруличчен маларах Д витамин пама тытăнни ăна парез пуласран сыхлать.

Хăш-пĕр хуçалăхсемпе уйрăм çынсем ĕнесем пĕтĕ чухнехин юлашки тапхăрĕнче вĕсене люцернăран хатĕрленĕ утăпа кăна тенĕ пек тăрантарма тăрăшаççĕ. Çакăн йышши утă кальципе пуян, анчах унта фосфор çав тери сахал. Çакна шута илсе ĕне выльăха улăм та памалла. Мĕншĕн тесен ĕнесен хырăмлăхĕнчи микрофлорăна аталантарма клетчатка та кирлĕ. Вăл шăпах улăмра пур. Пăрулас умĕнхи тапхăрта ĕнесене пурă, шурă тăм, ашпа шăмă çăнăхĕ, фосфат кальцийĕ, пулă çăвĕ, тетравит, ку чухнехи хушса çитермелли япаласем — фелуцен, полипрепилен гликоль, селен пур препаратсем нумай пулăшаççĕ.

Парез чирĕн тĕп паллисем çаксем пулса тăраççĕ: ĕне ыйхăллă пулнă пек, ÿт-пĕвĕн кайри пайĕпе урисем вăйсăрланаççĕ, ĕне чĕтресе тăрать. Вăл урисене хуçлатса е тăсса хурса выртать, пуçне кăкăрĕнчен айккинелле çавăрса е каçăртса хурать. Кавлемест, ÿт-пÿ тирĕ, мăйракисем, сăмса шăтăкĕсем, урисем сивĕнеççĕ. Ĕнене çийĕнчех ветеринари пулăшăвĕ памалла. Чĕчĕсене сывлăш уçласа кĕртни те сиплемелли лайăх меслет пулса тăрать. Венăран медикаментсем ямаллине выльăх тухтăрĕсем пĕлеççĕ. Пулăшу панă хыççăн ĕне 30-40 минутран, хăш чухне вара 2-3 сехетрен ура çине тăрать.

Чиртен сыватиччен ытла унран сыхланма çăмăлрах. Парез ытларах чухне сĕт нумай антаракан ĕнесен пулать. Уçă сывлăш çитменнипе ĕнесен организмĕнче веществосен ылмашăвĕ тата организм йĕркеленсе çитесси пăсăлать. Çакă та ĕнесене чирлесси патне илсе пырать.

Выльăхсене пахалăхлă апатпа тăрантарни, вĕсене урама уçăлтарма кăларни, витери сывлăша уçăлтарни, хĕвел çинче çÿретни выльăхсемшĕн питех те усăллă. Ку вăл вĕсен чир-чĕре хирĕç тăраслăхне те, организмне çирĕплетме те, продукци туса илессине ÿстерме те пулăшать.

А.БЫКОВА,
районти ветеринари станцийĕн терапевт тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code