Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Патшалăх пулăшăвĕсем»

«Патшалăх пулăшăвĕсем»

пĕрлехи портал урлă тухтăр патне çырăнма пулать. Чăваш Енре ку çĕнĕлĕхпе çуркунне усă курма тытăннă, çакăн валли асăннă портала кĕрсе «Манăн сывлăх» сервиса суйламалла.

Асăннă портал çĕнĕлĕхсемпе савăнтарсах тăрать. Халĕ Чăваш Енре пурăнакансем унта интерактивлă ыйту /заявка/ хăварма пултараççĕ. Медицина организацийĕ çумне çирĕплетни çинчен пĕлтерекен çыру икĕ минутранах çитет. Страхлав полисĕпе медицина организацийĕ çинчен те çав мелпех пĕлме пулать.

Тĕрĕслев тата сиплев хăвăрăн укçапа иртнĕ пулсан медицина пулăшăвĕ илни, хакĕ тата вăхăчĕ пирки те ыйту яма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code