Суббота, 7 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Пултаруллисене çул уçă

Пултаруллисене çул уçă

Районти культура ĕçченĕсем ял халăхĕн пурнăçне савăнăç кĕртес, канăва усăллă йĕркелеме пулăшас, кăсăклă мероприятисем ирттерме тĕрлĕрен мелсем шыраса тупас, талантлă çынсене палăртса вĕсене аталанма майсем тупса парас тесе тимлеççĕ.

Районти централизациленĕ клубсен тытăмĕнче — 32 культура çурчĕ, халăх ятне тивĕçнĕ 3 коллектив, 2 халăх музейĕ. Аслă Пăла Тимешри, Кавалти тата Лаш Таяпари культура çурчĕсенчи спорт залĕсенче сывлăха çирĕплетме мĕнпур майсем пур.

Районти культура учрежденийĕнче 72 ĕçчен тăрăшать. Вĕсем яланах пултарулăх шыравĕнче: тĕрлĕ тĕлпулусем, асаилÿ каçĕсем, конкурссем, фестивальсем, кружоксем йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне республикăри тата Раççейри конкурссемпе фестивальсене хутшăнаççĕ. Шел, тепĕр чухне автобус çукки республикăри мероприятисене тухса çÿреме ура хурать.

Культура учрежденийĕсенчи 133 кружокра районти 3714 çын хăйсен ăсталăхне туптать. Художество пултарулăх кружокĕсене çÿрекенсем çулсеренех йышланса пыраççĕ. Районти 3033 çын пушă вăхăт тупăнсанах культура çуртне васкать, юрлас-ташлас пултарулăхне ÿстерет. Кашни ялти культура çуртĕнчех ачасемпе çамрăксене кăсăклантаракан кружоксем ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра кашни ял тăрăхĕнчех фольклор ушкăнĕсем пур. Унта 70-80 çулсенчисем те хăйсем валли чун канăçлăхĕ тупнă. Авалхи чăваш юррисене манăçа кăларас мар тесе халăх умне кăлараççĕ те пирĕн аслă тусăмăрсем.

Культработниксем кашни çулах куракан асне юлмалли мероприятисем йĕркелеме ăнтăлаççĕ. «Раштав çăлтăрĕсем», «Хавхалану çăлкуçĕсем», «Мисс тата мистер», «Граци», «Хĕллехи йăпану», «Театр тĕнчинче», «Елчĕк çăлтăрĕсем», «Елчĕк ен пики», «Çăлтăрсен фиести» тата ытти смотр-конкурссем тăтăшах çÿллĕ шайра иртеççĕ. Çавăн пекех Елчĕксем «Чечеклен, илемлен, Чăваш ен», «Шăпăр-кĕсле, ай, янра!», «Ай, ташлар-и?», «Пĕчĕк çеç путене», «Атăл ывăлĕсен юрри-ташши» республикăри конкурссенче, Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Регионсем хушшинче иртекен «Чăваш наци костюмĕ — халăхăн культура пуянлăхĕ» конкурсра районти кашни ял тăрăхĕнчи фольклор коллективĕ анатри чăвашсен ламран-лама пыракан илемлĕ юррисене шăрантарса чуна тыткăнларĕ. Патреккелти халăх хорĕ, Елчĕкри ветерансен «Туслăх» хорĕ, Вырăскассинчи «Шанăç» халăх фольклор ушкăнĕ, Тÿскелĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ çулсерен пысăк ÿсĕмсемпе палăрать. «Туслăх» ушкăн вара Пĕтĕм Раççейре иртнĕ хорсен фестивальне хутшăнни калама çук пысăк çитĕнÿ!

Пултарулăх ĕç-хĕлне хавхалантарас тĕллевпе республикăра тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Районти культура çурчĕсем те Чăваш Енри çĕнĕ проектсене пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ. Çавна май культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ йĕркеллĕн çирĕпленсе пырать. Республикăра ялти культурăпа кану учрежденийĕсене аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнăран районти культура объекчĕсем çĕнелсе пыраççĕ. Пĕлтĕр Тăрăмри культура çуртне модернизацилени, виçĕм çул Тÿскелĕнче нумай функциллĕ культура центрĕ çĕкленсе ларни те çакна уççăн çирĕплетет. Тăрмăшри, Лаш Таяпари, Патреккелĕнчи культура çурчĕсенче пĕлтĕр тĕрлĕ юсав ĕçĕсем пурнăçланă, пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма мехел çитернĕ. Çапах та Кĕçĕн Таяпари, Элпуçĕнчи, Аслă Таяпари, Вырăскассинчи тата Елчĕкри культура çурчĕсенче паянхи пурнăç ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн музыка инструменчĕсене çĕнетес, çутăпа сасă, сцена костюмĕсем туянас ыйту çивĕч тăрать. Тата тепĕр ыйту вăл — культура сферинче тăрăшакан специалистсем ватăлса пыни.

Хисеплĕ ĕçтешсем! Уяв ячĕпе саламланă май сире çĕнĕ те çутă тĕллевсем, çемье ырлăхне, мĕнпур пуçарура ăнăçусем сунатпăр.

М.ДЕМЬЯНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Район пуçлăхĕ Ираида Васильева Патреккелти культура çурчĕн заведующине Елена Добронравовăна иртнĕ çулхи итогсем тăрăх «Чи лайăх клуб ĕçченĕ» ят илнĕ ятпа саламлать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code