Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушар — хăрушă

Пушар — хăрушă

Кăçал районта 4 пушар тухнине регистрациленĕ /иртнĕ çул çак тапхăрта — 7/. Хĕрлĕ çулăм кÿнĕ тăкак 540 пин /пĕлтĕр — 1055 пин/ тенкĕпе танлашнă.

Халăх вут-çулăмпа асăрханусăр пулни /2 тĕслĕх/, электрооборудованисен юсавсăрлăхĕ /1/, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене вырнаçтарас йĕркесене пăхăнманни /1/ пушарсен тĕп сăлтавĕ пулса тăнă.

Чи хăрушши — пушарта кăçал 3 çыннăн пурнăçĕ татăлни. Лаш Таяпара пушар вăхăтĕнче 1939 çулта çуралнă кил хуçи хĕрарăмĕ пурнăçран уйрăлнă. Питтĕпел ялĕнче пушă пÿртре пушар тухнă, пушар вăхăтĕнче вилнĕ арçын çак ял çынни — 1975 çулта çуралнăскер пулĕ тесе палăртнă. Тÿскел ялĕнче пулса иртнĕ пушар вăхăтĕнче 1958 çулта çуралнă кил хуçи хĕрарăмĕ пурнăçран уйрăлнă. Тăваттăмĕш пушар Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пулнă, кунта мунча сиенленнĕ.

Пушар хăрушă. Вăл никама та, ниме те хĕрхенмест. Ĕмĕрĕпе пухнă пурлăх пушар вăхăтĕнче самантрах кĕле çаврăнать. Инкекрен сыхланса пирĕн кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасчĕ.

Пушар вăхăтĕнче «01», «112», «101» номерлĕ телефонсемпе шăнкăравламаллине асрах тытар.

А.САЙКИН,
пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code