Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ылтăн алăллă Алиса

Ылтăн алăллă Алиса

Елчĕк тăрăхĕн яшĕсемпе хĕрĕсем мал ĕмĕтлĕ те тăрăшуллă, пултаруллă та пуçаруллă пулнипе палăрса тăраççĕ.

Алиса Портнова Аслă Пăла Тимеш ялĕнче кун çути курнă. Çамрăкранах хĕрача технологи предметне кăмăлланă, алă ĕçĕ енне туртăннă. Кушкă шкулĕнче аслă классенче пĕлÿ илнĕ вăхăтра Алисăн пултарулăхне технологипе вĕрентнĕ Светлана Васильевна Голубева асăрханă. Вăл хавхалантарса пынăран хĕр район, республика шайĕнче иртекен конкурссемпе олимпиадăсене хастар хутшăнма пуçланă, пĕрре анчах мар призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă хĕр чун ыйтакан профессине алла илес тĕллевпе Мускаври Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн дизайнпа технологи факультетне вĕренме кĕрет, пĕр вăхăтрах модельсен шкулĕнче ăсталăхне туптать, подиум çине тухма пуçлать.

2016-2017 çулсенчи вĕренÿ тапхăрĕнче Алиса «Мисс-МГУ» конкурса хутшăнать, Сочи хулинче канма путевка çĕнсе илет. Унта хăйĕнпе пĕрле амăшне _ Кушкă шкулĕнче вĕрентекенре тăрăшакан Анна Ильиничнăна та илсе каять.

Канăçа пĕлмен пике университетра «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, 1-мĕш курсра вĕренекенсен кураторĕ шутланать, вĕсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче вăл. Аслă шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтра та тĕрлĕ конкурса хутшăнма ĕлкĕрет. Тĕслĕхрен, тĕнчери халăхсем хушшинче иртекен алă ĕçĕсен конкурс-олимпиадинче хĕр 1-мĕш вырăна тухса Гран-при çĕнсе илет: çамрăк модельер хăй çĕленĕ тумтирсене конкурса тăратнă та 50 пин тенкĕ укçана тата визажистсен шкулне вĕренме кĕме сертификата тивĕçнĕ. Унăн курава тăратнă ĕçĕсене ют çĕршывра иртекен конкурссене хутшăнма та суйласа илнĕ.

Алисăн пултарулăхĕ — йăхран йăха куçса пынă тупра. Унăн мăн аслашшĕн шăллĕ Иван Осипович Портнов таврара паллă çĕвĕç пулнипе палăрса тăнă. Ĕмĕрĕпех тăлăп-кĕрĕк, фуфайка, костюм, шăлавар тата ытти тумтир çĕленĕскер хăйĕнчен ырă йĕр хăварнă. Унăн пархатарлă ĕçне Алиса малалла тăсать.

Зинаида ПОРТНОВА.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Алиса Портнова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code