Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чиртен сыхланан – сывлăхлă пулан

Чиртен сыхланан – сывлăхлă пулан

1993 çулта Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ туберкулез пирки «халăх инкекĕ» тесе пĕлтернĕ.

Туберкулеза пуçарса яраканĕ – пĕчĕк çеç микроб, ăна микроскопсăр та курма çук. Çак микроб çăра сурчăкра, шăкра ытларах тĕл пулать.

Туберкулезпа чирлĕ çын ÿсĕрнĕ чухне кунсерен хăйĕн тавра миллион бактери сапалать. Унăн микробĕсем питĕ чăтăмлă. Тусан ăшĕнче виçĕ уйăх, сурса пăрахнă сурчăкра пĕр уйăх таран пурăнма пултараççĕ. Вĕсем тăпрара, шывра, нÿрлĕ тата тĕттĕм пÿлĕмре çулталăкчен, урайĕнче, стена, алăксем çинче ултă уйăхчен те вилмеççĕ. Сивве чăтаççĕ. Хĕвелĕн тÿрĕ пайăркисем, ультрафиолет инфекцие 4 сехетре тĕпĕ-йĕрĕпе аркатма пултараççĕ, хлораминра çийĕнчех вилеççĕ.

Туберкулезпа чирлĕ çынсем сыввисемшĕн чир çăлкуçĕ пулса тăраççĕ. Чир ертме тата аталантарма çак хăрушă чирĕн пĕчĕк бактерийĕ те çителĕклĕ. Вăл çыннăн пĕр органне те хĕрхенсе тăмасть. Уйрăмах ÿпкене вăйлă сиенлет, çак орган инфекци кĕмелли «тĕп хапха» пулса тăрать. Унтан кăкăрăн лимфа тĕввисене куçать, кайран юн тăрăх пур организма та саланать. Ытларах шăмă тытăмĕ, пÿре, ар органĕсем, куç, лимфа тĕввисем сиенленеççĕ.

Чире çийĕнчех тупса палăртмасан, сипленме пуçламасан туберкулез вăйланать. Кун пек чухне сывлама йывăрланать, чĕре йĕркеллĕ ĕçлемест, ÿт-пÿ температури ÿсет. Ÿслĕк вăхăтĕнче ÿпкерен юн тухать.

Çийĕнчех сипленме пуçласан чиртен сывалма пулатех. Анчах та врач хушнине çирĕп пурнăçламалла.
Туберкулезпа сиенленес мар тесен мĕн тумалла-ха; Организма сиенлекен пур факторсенчен те пăрăнмалла: эрехпе ытлашши иртĕхмелле мар, пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла, санитарипе гигиена ыйтнине пăхăнмалла, ĕçпе канăва тĕрĕс йĕркелемелле, организма çирĕплетмелле, пирус туртма пăрахмалла е виçине сахаллатмалла.

Кÿршĕ районсемпе танлаштарсан пирĕн районта туберкулез чирĕпе чирлекенсен шучĕ нумайрах. Иртнĕ çул 70 çын чирленĕ, 1 çын вилнĕ. Çĕнĕ Пăва, Курнавăш, Ĕнел, Хăвăлçырма, Тĕмер, Кĕçĕн Таяпа, Сăрьел, Аслă Шăхаль, Аслă Пăла Тимеш Яманчÿрел, Шăмалак, Елчĕк ялĕсенчи кăтартусем районăн вăтам кăтартăвĕнчен те пысăкрах. Çак хăрушă чирпе ытларах 35-50 çулсенчи арçынсем чирлеççĕ.

Ÿпке туберкулезне хăвăрт тупса палăртмалли мел вăл – флюорографи. Çавăнпа та вăхăтран-вăхăта çак меслетпе сывлăха тĕрĕслеттерсех тăмалла.

Л.КАПЛАМОВА,
районти тĕп больницăри фтизиатр врач.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code