Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Йĕрке кирлех

Коронавирус чирĕ районта сарăлни шурă халатлă ĕçченсенчен уйрăмах пысăк тимлĕх ыйтать. Çавна май поликлиникăна пыракан кашни çынна алăк патĕнченех çирĕп тĕрĕслесе кĕртеççĕ.

Çак кунсенче манăн та врачсенчен пулăшу ыйтма тиврĕ. Больницăра йĕрке çирĕпленни тÿрех курăнчĕ. Специалистсем чирлисене кĕске вăхăтра йышăннăран часах пушантăм.

Çакна та каласа хăварас, ял старости пулнă май, усал чир хамăр тăрăха ан çиттĕр тесе те тимлетĕп. Инçетрен кам килнисене пĕлсе-сăнаса тăратăп та ялти фельдшера пĕлтеретĕп. Вăл вара вĕсене икĕ эрне килтен тухмасăр лармаллине ăнлантарать.

Епле те пулсан чир-чĕртен сыхланар. Вăл ан çаклантăр тесен пирĕн йĕркене пăхăнмалла, килте лармалла.

В.СОЛОВЬЕВА.
Тăрмăш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code