Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чуна киленĕçлĕ ăмăрту

Чуна киленĕçлĕ ăмăрту

Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ тата уйрăм йĕркелÿçĕсем тăрăшнипе ялта спортăн тĕрлĕ енĕпе район, зона, республика шайĕсенче çулсерен 12-15 ăмăрту иртет. Шăматкун, акă, хăй вăхăтĕнче спортра пирвайхи сулмаклă утăмсем тума пуçланă Дмитрийпе Алексей Горшковсене асăнса йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ иртрĕ. 

Хĕллехи шайпа хăтлăлатнă, капăрлатнă стадион старта спринтерсене йыхравларĕ. Кашни ÿсĕмре ултшарăн  тупăшса, лайăх вăхăт кăтартнисем финала тухса пычĕç. Кубокшăн каллех 6-шарăн кĕрешрĕç. Валерий Павлов /Кĕçĕн Таяпа/ пайтаçă тивĕçтернĕ кубоксемпе медальсене  1-3 классенче вĕренекенсем хушшинче Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ  вăтам шкулти Мария Яковлевăпа Максим Печков çĕнсе илчĕç. 4-5-мĕшсенчен Инна Козловăпа /Кĕçĕн Таяпа/ Артем Ловкин /Хăвăлçырма/ палăрчĕç. Ытти ÿсĕмре пьедесталăн çÿлти картлашки çине Константин тата Светлана Сайкинсем /Тутарстанри Лащă Пуç/, Виктор Райков, Екатерина Агеева /Елчĕк/, Кирилл Петров /Çирĕклĕ Шăхаль/ хăпарчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене çавăн пекех хаклă парнесемпе чысларĕç.

Районта спринт пуçласа тата  çÿллĕ шайра ирттерни кăна мар, тăваттăмĕш вырăна тухнисене дипломсемпе хавхалантарни те çĕнĕлĕх пулчĕ.

Йĕлтĕрçĕсен чупăвне чăн-чăн уява çавăрас тĕлĕшпе яланхиллех Сергей Горшков спорт ветеранĕ тата «Улăп» ФОК инструкторĕ Алексей Васильев нумай тăрăшнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code