Вторник, Июнь 2, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çуркунне ĕç нумай

Çуркунне ĕç нумай

Пуш уйăхĕ сивĕ тăрать, кашни кун тенĕ пекех çулсене юр хĕве-хĕве лартрĕ пулин те çуркунне пуçланчĕ — юр хăвăрт ирĕлме тытăнчĕ.

Юр васкавлă ирĕлнĕ вăхăтра çулсемпе кĕперсем шывпа тулса ларнăран сиенленме пултараççĕ. Çакăн пек пуласран асăрханса «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективĕнче тăрăшакансем хальхи вăхăтра кашни кун район территорийĕнчи çулсемпе кĕперсен хĕррисене, ятарласа тунă шыв юххисене, павильонсен территорийĕсене тасатассипе тимлеççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: çул-йĕр ĕçченĕсем — Геннадий Шашков, Николай Александров, Надежда Синева, Петр Карсаков, Александр Федоров хăйсене шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code