Вăрлăх туянасси ансат ĕç мар. Вăрлăхне темĕн чухлех сутаççĕ-ха, анчах туянма тăрсан — пĕрне тытса пăхатăн, теприне… Хутаçĕ — хитре, анчах вăрлăхĕ мĕнле? Иккĕленме, чăнах, сăлтавĕ те пур.
Патшалăх реестрĕнче çук
Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕн специалисчĕсем Шупашкар хулинчи суту-илÿ вырăнĕсене тĕрĕсленĕ вăхăтра патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрĕнче çук «Китайский жароустойчивый», «Китайский болезнеустойчивый» — хăяр, «Форто», «Зайка моя», «Лисичка» кишĕр вăрлăхĕсене асăрханă. Çынсем ыйтнипе йĕркеленĕ тĕрĕслевре те патшалăх реестрне кĕртмен «Супернант» — кишĕр, «Гранатовый» — пылак пăрăç, «Детский смак», «Король сев» — помидор, «Голубая ель», «Пучковый» укроп вăрлăхĕсене тупса палăртнă. Тепĕр икĕ усламçă та реестрта çук «Мо», «Оранжевый дружок» — кишĕр, «Сахарный малыш», «Алый сладкий» — арпус, «На любой вкус» — кавăн, «Аннушка», «Все пучком», «Капелька», «Клавдия», «Подарки с грядки», «Суперклушка» хăяр вăрлăхĕсене сутнă. Сăмах май, Шупашкарта кăна мар, районсенчи суту-илÿ вырăнĕсенче те çакнашкал тĕслĕхсем пулнă. Управленин аслă патшалăх инспекторĕ Валентина Никитина палăртнă тăрăх, иртнĕ çул тата кăçалхи çак вăхăтчен вăрлăх контролĕ енĕпе республикăра 143 тĕрĕслевпе сăнав ĕçĕсене туса ирттернĕ, йĕркене пăснă 112 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Йĕркене пăхăнман юридици сăпатĕнчи — 2, должноçри 31 çынна тата 7 усламçа, 60 уйрăм çынна явап тыттарнă.
Вăрлăхсене сортне палăртакан тата шăтаслăхне çирĕплетекен документсăр сутни те час-часах тĕл пулакан тепĕр йĕркесĕрлĕх, тенĕ пулăттăмăр. Маркировка çинче тĕрĕс мар информаци кăтартнă тĕслĕхсем те çине-çинех тĕл пулаççĕ.
Раççей саккунĕсем тăрăх, патшалăх селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртнĕ вăрлăхсемпе анчах суту-илÿ тума юрать. Ют çĕршывран илсе килекен вăрлăхшăн та пĕр йĕрке. Сăмах май, иртнĕ çул Чăваш Республикине ют çĕршывсенчен 9 ушкăн — 19 тонна вăрлăх кÿрсе килнĕ, 4 ушкăнри вăрлăха патшалăх реестрĕнче тупайман.
Шăтаслăхне палăртман, тĕрĕс мар упраççĕ…
Республикăри 90 хуçалăх-предприяти тата усламçă, уйрăм çын йĕркене уяман. Темиçе районта сортне палăртман тата шăтаслăхне тĕрĕслеттермен вăрлăхсем акса хăварнă. Вĕсене сутнă çĕрте йĕркене пăхăнса ĕçлеменнин 91 тĕслĕхне шута илнĕ. Вăрлăхсене тĕрĕс мар упранин 3 тĕслĕхĕ тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă. Документсем хатĕрленĕ чухне йăнăшсем каяççĕ. Вĕсенче суя информаци те тĕл пулать. Пахалăх докуменчĕсенчи кăтартусен тĕрĕслĕхне пĕлес тĕллевпе лаборатори ĕçченĕсем 102 партирен 163 проба илсе тĕпченĕ хыççăн 120 тонна вăрлăх тасалăх тата шăтаслăхĕ енĕпе тивĕçтерменнине çирĕплетнĕ.
Улма-çырла тĕмĕсене туяннă чухне те тимлĕх пирки манмалла мар. Иртнĕ çул вĕсене те сортне палăртакан тата шăтаслăхне çирĕплетекен документсемсĕр сутнă тĕслĕхсем сахал мар пулнă.
Специалистсем сĕнеççĕ:
Вăрлăха ятарлă лавккасенче туянмалла. Сутуçăсен кашни парти тĕлĕшпе сертификат пулмалла. Унта культура ятне, сортне, парти номерне тата ытти информацие кăтартаççĕ. Сертификат тата вăрлăх пакечĕсем çине çырнă информаци пĕр пек пулмалла. Пĕр килменни — иккĕленÿллĕ.
Вăрлăх хутаççисем çинче çаксене палăртса çырни пулмалла: ăна кам туса кăларни, унăн адресĕ тата телефон номерĕ, хăш культура, сорт пулни, стандарт палли /ТУ/, парти номерĕ, йывăрăшĕ /грамм/ е шучĕ, усă курма юрăхлă вăхăтне кăтартни.