Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асăрханулăха çухатар мар

Асăрханулăха çухатар мар

Çуркуннепе çулла пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк.

Пушар хăрушă инкек пулса тăнине пурте лайăх пĕлетпĕр. «Хĕрлĕ автан» ытларах ял çыннисен уйрăм хуçалăхĕсенче тухать. Вуншар çул пухнă пурлăх вут-кăварта кĕл купи пулса тăрать.

Ăшă кунсем çитсе пынă май пĕчĕк ачасем урама выляма тухаççĕ. Чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ ĕçре. Шăпăрлансем хăйсем кăна килте. Ача-пăча аслисем çукран ашкăнма та пăхать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисене пушар хăрушлăхĕ пирки ăнлантарса памалла.

Çурхи кунсем çитнĕ май организацисемпе учрежденисен, уйрăм хуçалăхсен ертÿçисен пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем пуррине тепĕр хут тĕрĕслемелле, огнетушительсене çĕнетмелле, срокран тухнисене тĕрĕслеттермелле, йывăç конструкцисене ятарлă шĕвекпе е лакпа сăрлама пуçăнмалла, пушар сигнализацийĕсене вырнаçтармалла, кивелнĕ эвакуаци планĕсене çĕнĕрен тумалла. Çĕнĕ е юсав хыççăнхи учрежденисемпе организацисенче пушарта çунман алăксем вырнаçтармалла, газпа хутмалли кăмакасен мăрйисене, газ кĕртнĕ хуçалăхсене вăхăтран вăхăта тĕрĕслеттермелле. Çак ĕçсене пурне те ВДПО специалисчĕсем йĕркелесе пыраççĕ, инструктаж парса вĕрентме те хатĕр эпир.

Пушар никама та суйласа тăмасть. «Пирĕн пурте йĕркеллĕ», — тесе лăпланса лармалла мар. «Кăвак çулăмпа» усă курнă чухне те асăрханулăх питĕ кирлĕ. Инкек пĕрре пулать. Кайран чавса çывăх та, çыртма çук. Çавăнпа та ырă сĕнÿсене асра тытсан çеç эпир хамăрăн кил-çурта, патшалăх пурлăхне сыхласа хăварма пултаратпăр.

О.ПАТШИНА,
ВДПОн районти пайĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code