Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăпана хирĕç кайрăм, каçарăр… (Калав)

Шăпана хирĕç кайрăм, каçарăр… (Калав)

Сакăрвун тăватă çул çине пусăмларĕ кăçал Альтук аппа. Çак çула çитнĕ пулсан та ăнĕ лайăх унăн, хăлхи те çивĕч илтет, куçĕ те аван курать. Тĕлĕнмелле те, хаçатсене те куçлăхсăрах вулать хĕрарăм. Пĕчченех пурăнаканскер пĕрре те ĕçсĕр лармасть. Пỹртре чухне алсиш-нускине çыхать, кил картине тухсан качакине, хур-кăвакалĕсемпе чăххи-чĕпписене апатлантарать. Хĕллехи кун картишĕнче тата умĕнче пĕр юр тăратмасть, çуллахи кун пахчаран кĕме пĕлмест. Маларах çак ĕçсене мăшăрĕпе пурнăçлатчĕç те вĕсем, анчах Ваçук тете юлашки çулсенче чĕрепе аптăрасах тăчĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем хулари больницăсене час-час сипленме илсе çỹрени те пулăшаймарĕ, икĕ çул каялла ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕ 85 çул тултарнăскер. Малтанах пĕчченлĕхе хăнăхма çăмăл пуларĕ хĕрарăма. Çапах та тăтăш ĕçпе чунне пусарнăран, ачисем кашни эрнерех тăван килне килсе тăнăран çĕнтерме пултарчĕ хуйхăпа кичемлĕхе. Шак-шак-шак шаккаççĕ сехет йĕпписем. Ыйхă писнипе аптăранă Альтук пĕр аяк çинчен теприн çине çаврăна-çаврăна выртрĕ. Йăлт аптăраса çитрĕ вăл. Ĕнер «Жди меня» передача курнă хыççăн тахçан лăпланнă чĕре суранĕ тепĕр хут вăй илчĕ пулинех. Передачăра халĕччен пĕр-пĕрне пĕлмесĕр пурăннă пĕр тăвансем тĕл пулчĕç. Вĕсен ашшĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ пулнă. Вăрçă пуçлансан 3 ача ашшĕ фронта тухса кайнă, унта хыпарсăр çухалнă. Арăмĕпе ачисем çывăх çыннине вăрçă вĕçленичченех кĕтнĕ, кайран лăпланнă. Чылай çул иртсен вăл аякри çĕр-шывра чип-чиперех пурăнни, тепĕр çемье çавăрса иккĕмĕш арăмĕпе 2 ача ỹстерни паллă пулнă.

— Вăт пурнăç. Пирĕн çемьене те çапларах шăпа тивмерĕ-и-ха вара? — сасăпах мăкăртатрĕ Альтук куççỹлĕсене шăлнă май. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи çулĕсем калама çук тарăн йĕр хăварчĕç унăн чĕринче. Сакăр çулхи ачаччĕ вăл вăрçă пуçланнă çул. Çемье пĕчĕкех мар: ашшĕпе амăшĕ тата 4 ача. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе шăкăл-шăкăл пурăннă. Конюхра тăрăшакан ашшĕпе фермăра ĕне сăвакан амăшĕ иртен пуçласа каçченех ĕçреччĕ. Альтук ачасенчен иккĕмĕшĕччĕ. 14 çулхи Сашук ялти тимĕрçĕ лаççинче вăй хуратчĕ, тимĕрçĕ пулăшаканĕ шутланатчĕ. Хĕрача шкула çỹретчĕ, вĕренỹ хыççăн пĕчĕк йăмăкĕсене — Аннăпа Ульянăна пăхатчĕ. Вăрçă пуçланнă куна лайăх астăвать хĕрача. Ирхи сăвăмран таврăннă амăшĕ ачисене вăрçă пуçланнине хыпарларĕ, хăй вара татăлсах йĕрет. Ашшĕне фронта çак çул июлĕн 6-мĕшĕнче ăсатрĕç.

— Çитĕ ĕнтĕ, ан йĕрĕр. Нимĕçсене хăвăрт çапса аркатса часах çĕнтерỹпе таврăнăпăр, — çапла лăплантарчĕ Федя тете татăлса йĕрекен çемйине. Ашшĕ кайсан кил-çурчĕ пушансах юлнăн туйăнчĕ хĕрачана. Халĕ ĕнтĕ йывăр тиев унăн хулпуççийĕ çине те тиенчĕ. Амăшĕпе пиччĕшĕ ирех ĕçе тухса каяççĕ. Хăйĕнчен кĕçĕннисене пăхмалла, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçламалла. Укçа-тенкĕ çитменрен, тăхăнма тум пулманран шкула çỹреме те пăрахрĕ Альтук. Хырăм выççи аптратсах çитерет. Амăшĕ ирпе çăнăхпа хутăш пĕçерсе хăварнă çĕр улми пăттине пĕрре ларсах çисе янă. Çулла çывăхри çырма хĕрринче кĕпçесем пуçтарса çитерсе тăрантатчĕ-ха вăл йăмăкĕсене, хĕлле вара хырăм выççи аптартнисĕр пуçне пỹртри сивве тỹсме те кансĕр. Улăм хуткаланипе мала каяймăн çав. Кĕтесри мунчаласем кунĕпех пăрланса выртаççĕ. Выçăпа аптăраса антăхса йĕнĕрен Аннăпа Ульянăн куçĕсем ялан хĕрлĕ. Хушăран ашшĕнчен килекен виç кĕтеслĕ çырусем анчах йăпататчĕç çемьене. Сĕтел тавра пурте пуçтарăнса ларатчĕç вĕсем вăрçă хирĕнче чĕрмекленĕ хаклă çыннин хыпарне вулама. Çакăн пек самантсенче Альтука мăнаçлăх туйăмĕ çавăрса илетчĕ. Уннă ашшĕ нимĕçсемпе паттăррăн çапăçать, кĕçех вĕсене тĕп тăвать те киле таврăнать. Вара вĕсем каллех малтанхи евĕр савăнăçлă та туслă, çителĕклĕ пурнăçпа пурăнĕç. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртрĕ. Сайра пулсан та, фронтран çырусем килсех тăчĕç. 1943 çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнчи çырăвĕ уйрăмах савăнтарчĕ вĕсене. Кивĕ хут татки çине çырăннă сас паллисенче хĕвел ăшши тейĕн: «Ырă кун пултăр, Наçтук, Сашук, Альтук, Ануш тата Ульяна. Мĕнлерех пурăнатăр? Мĕнле хыпарсем ялта? Халăх кăмăлĕ еплерех? Вăрçăра вилекенсен йышĕ пысăк-и? Кỹршĕ Алюш вăрçăран хăрах урине таттарса килнĕ тенине вуласан çĕрĕпех куç хупаймарăм… Пĕр çапăçура эпĕ те ураран амантăм. Сипленнĕ хыççăн мана 38-мĕш мотострелоксен бригадине ячĕç. Ку савăнăçлă хыпара ялтисене те пĕлтерĕр. Февралĕн 2-мĕшĕнче пирĕн салтаксем Сталинграда нимĕç эшкерĕсенчен тасатрĕç. Январь вĕçĕнчех вĕсен пысăк йышĕ ушкăнĕ-ушкăнĕпе пире парăннăччĕ. Сивве тата выçлăха тỹсеймеççĕ иккен юнĕçенсем… Халĕ вара Сталинграда хамăр алла тавăртăмăр. Çак ятпа хулара митинг та иртрĕ. Нимĕçсене тĕп тăватпăрах. Кун пирки ан пăшăрханăр. Сывă юлăр. Хăвăра упрăр». Çыру илнĕ хыççăн вăхăт нумаях та иртмерĕ, Федя тете вилни çинчен калакан хут килсе пачĕç Саламатовсем патне. Амăшĕ, унпа пĕрле хăйсем те татăлса йĕнине халĕ те лайăх астăвать Альтук. Çĕре ỹксе йăваланса ỹлерĕ Наçтук, унтан пĕр хушă шăпланчĕ. Кăштахран ура çине тăчĕ те хулăн сапа çапла каларĕ:

— Нимех те тăваймастпăр ĕнтĕ тинех. Шăла çыртăпăр та тỹсĕпĕр, малаллах пурăнас, ачасене ỹстерес пулать.

Ашшĕ вилни пирки хыпар илнĕ пулсан та амăшĕ пĕччен чух унăн пĕртен-пĕр сăнỹкерчĕкне час-часах тытнине асăрхама пуçларĕ Альтук: «Вилмен эсĕ, вилмен. Туятăп эпĕ эсĕ вилменнине…» Çакăн пек самантсенче «ăсран тайăлса ан кайтăрччĕ анне» текен шухăш аптăрататчĕ хĕрачана. Мĕн вăрçă вĕçленичченех кĕтрĕ Наçтук мăшăрне. Аслă Çĕнтерỹ хыççăн Альтукăн чылай тантăшĕн ашшĕсем, пиччĕшĕсем яла таврăнчĕç. Пысăк савăнăçпа кĕтсе илчĕç вĕсене çывăх тăванĕсем. Саламатовсем те кĕтрĕç ашшĕне, анчах та кăлăхах. Ашшĕ таврăнайманшăн хуйхăрса пĕччен чухне сахал мар куççуль юхтарчĕ хĕр. Пурнăç малалла шурĕ. Пĕринче каçхине ĕçрен таврăннă амăшне Сашук çапла каларĕ:

— Анне, манăн ветеринар пулас килет. Кỹршĕллĕ Тутар Республикинчи ветеринари училищине вĕренме кĕрес вăрттăн ĕмĕтпе пурнатăп эпĕ.

— Мĕнле-ха капла? Ăçтан укçа тупăпăр,ачам?

— Ун валли эпĕ укçа-тенкĕ хатĕрленĕ. Чылай çул ĕнтĕ хамăн ĕç укçинчен çак тĕллевпе кăштах та пулин пуçтарса пытăм. Халĕ ак çакăн чухлĕ пуçтарăнчĕ, — савăнăçне пĕлтерчĕ михĕрен çĕленĕ енчĕкне силлесе.

Хирĕçлемерĕ Наçтук аппа ывлăне. Вĕренсе çын пултăр терĕ. Хулара вĕренекен пиччĕшĕ канмалли кунсенче яла килни йăмăкĕсемшĕн пысăк савăнăçчĕ. Вăл илсе килекен çăкăрпа сахăртан тутли тĕнчере урăх нимĕн те çук пек туйăнатчĕ.

— Кĕçех Сашук вĕренсе пĕтерĕ те ĕçлеме тытăнĕ, вара аптрамăпăр, ура çине тăрăпăр, — хавхаланатчĕ амăшĕ ывлăне аякри çула ăсатса янă май.

Анчах савăнçĕ нумая тăсăлмарĕ, каллех пысăк хуйхă килсе çапрĕ çемьене. Шăматкун çил-тăвăл питĕ вăйлă алхасрĕ. Çуртсене тăрă таранах хỹсе хучĕ вăл. Шăп çак кун вĕренỹ хыççăн Пăваран килне таврăнма тухнă Сашук. Кỹршĕ яла çити пĕр чăваш лашапа лартса килĕ ăна. Малалла çуран кайнă йĕкĕт, çултан аташса кайса хирпе утнă вăл. Унăн виллине тепĕр 3 кунтан анчах тупнă. Теме сиссе çил-тăманлă кун Наçтук аппан чунĕ вырăнта пулманнине кайран анчах ăнланчĕ хĕрарăм. Эх, мăнтарăн пурнăçĕ. Пĕр шелсĕр лăскарĕ вăл çак пĕвĕпе çỹллĕ мар, çинçешке те типшĕмкке хĕрĕхри хĕрарăма. Хăрушă пулăм хыççăн пĕр çĕр хушшинче шуралчĕ амăшĕн çỹçĕ. Хуйха пула ураран ỹкрĕ те текех тăраймарĕ вăл, йывăр чире кайса куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Тăлăхсене амăшĕн аппăшĕ Марине хăйĕн хỹттине илчĕ. Вăхăт иртрĕ. Альтук çитĕнсе çитрĕ, тăван хуçалăхра сысна ферминче тăрăшма пуçларĕ. Кĕçех кỹршĕ ял каччи куç хыврĕ ăна. Çамрăксем çемье çавăрса пĕрлешрĕç. Шăп çак çул Альтук аякри Донецк хулинчен çыру илчĕ. Конверт çинчи почерка асăрхасанах чĕри вăй-вăй турĕ, çырăва хыпаланса уçрĕ. Ашшĕн почеркĕ вĕт-ха ара. Ку почерка нихăçан та манас çук. Нивушлĕ? «Ырă кун пултăр, манăн хаклă кил-йышăм — Наçтук, Сашук, Альтук, Ануш тата Ульяна! Ку çырăва аякри Украинăран çыратăп. Мĕнле çырмаллине те пĕлместĕп, алăсем чĕтреççĕ, пуçра шухăшсем пăтранаççĕ. Чи малтанах сиртен пуринчен те пысăк каçару ыйтатăп. Наçтук, ачасем, каçарăр эсир мана, каçарма вăй-халăра тупайсан. Эсир мана вилнĕ тесе пурăннă пулĕ те, эпĕ чĕрех. Вăрçă хирĕнчех вилсе юлнă пулсан, тен, пуриншĕн та лайăхрах пулатчĕ пулĕ. Тăван çĕршыва пуçĕпех парăнтăм пулсан та, çемьене сутма пỹрчĕ мана шăпа… Пурнăçпа вилĕм хушшинче пулнă эпĕ. Вилнĕ тесе шутланă мана, тăпрапа витме пуçланă. Анчах та пĕр медсестран тимлĕхне, унăн ырми-канми тăрăшулăхне пула паянхи кун та пурăнатăп. Вăлах мана ура çине тăратрĕ, çĕнĕрен пурăнма вĕрентрĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çак хĕр мана чунтан юратса пăрахнине туйрăм. Çук, хирĕçлеймерĕм, кỹрентермерĕм эпĕ ăна, шăпана хирĕç кайрăм, каçар. Хирĕçлеме вăйăм-халăм сахалччĕ, тата çакăн чухлĕ пурăнайăп тесе те сунманччĕ. Сире хам пирки нихăçан та пĕлтермĕп, чĕрĕрсене тепĕр хут суранлатмăп тенĕччĕ те, çулсем иртнĕçемĕн канăç йăлтах çухалчĕ. Тĕлĕкре те куратăп пурне те. Тỹрре тухас, сире хĕрхентерес тесе çырмастăп, тĕрĕс ăнлансамăр. Курас килет манăн сире. Каçарăр мана, каçарăр. Сывă пурăнăр. Ачасем те ỹссе кайрĕç пулĕ ĕнтĕ. Пурте сывă пурăнăр. Ваçук.»

Йĕре-йĕре вуларĕ Альтук çак йĕркесене. Юрать амăшĕ курмарĕ ку çырăва. Мăшăрĕ Тăван çĕршывшăн пуçне хучĕ, канлĕ вырăнта тĕл пулăпăр тесе ĕмĕтленсе хупрĕ пулĕ куçĕсене мăнтарăн. Хыпар пĕлнĕ хыççăн çыру çинчи адреспа пĕр тăхтаса тăмасăр Украинăна васкарĕ хĕрарăм. Ашшĕне курсан ăна ыталаса темчченех ĕсĕклесе йĕчĕ вăл, амăшĕпе пиччĕшĕ вилнине хыпарласан иккĕшĕ пĕрле макăрчĕç. Ашшĕн çĕнĕ мăшăрĕ, икĕ пĕчĕк йăмăкĕ те тарават кĕтсе илчĕç ăна. Вăрçă çулĕсем, ун хыççăнхи çăмăл мар пурнăç никама та мăнкăмăлланма, чĕресене хытарма паман. Пуçран та, ураран та аманнă ашшĕ уксахласа, патакпа аран тĕренсе çỹрет иккен, куçĕсем салху та вăйсăр. Çывăх çыннипе ларса калаçнă, ăна чĕрене кăшлакан хуйхăсем пирки каласа кăтартнă хыççăн чунне пусаракан йывăр чултан хăтăлса таврăннăн туйрĕ Альтук. Киле килсен тепĕр уйăхранах ашшĕне юлашки çула ăсатма йыхравлакан телеграмма илчĕ вăл… «

Вăрçă. Никама та шеллемен, миçе вăй питти çын пурнăçне татнă, амантнă, ачасемпе хĕрарăмсене тăлăха хăварнă, çемьесене салатнă, ял-хулана аркатнă вăл. Тек нихăçан та ан пултăр вăрçă», — ир енне çапла шухăшсемпе çывăрса кайрĕ Альтук аппа.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code