Кайăк-кĕшĕк грипĕ — хăвăрт сарăлакан вирус инфекцийĕ, вăл вĕçен кайăксен мĕн пур тĕсне ерме пултарать. Ирĕкри, уйрăмах вĕçсе килекен кайăксем инфекцие хăвăрт сарас хăрушлăх пысăк. Чир вирус ернĕ тискер вĕçен кайăксемпе хутшăннинчен пуçланать. Кайăк-кĕшĕк грипĕ çынна та ерме пултарать.
Вĕçен кайăксем кăнтăртан таврăнчĕç, çавна май чир пирĕн тăрăха та килсе ерес хăрушлăх пур. Вăл çынна чирлĕ хур-кăвакал тушкисене касса вакланă чухне, лайăх пиçмен аш-пăш, çăмарта çисен ерме пултарать. Кайăк-кĕшĕк ашне вăрах вăхăт пĕçерни грипп вирусне вĕлерет, çăмартана та 10 минутран кая мар пĕçермелле. Мĕншĕн тесен грипп вирусĕ чĕрĕ çăмартара 2 уйăх, аш-какайра 12-14 уйăх таран сыхланса юлма, чире пуçарса яма пултарать.
Халĕ шăпах ял çынни чăх-чĕп туяннă вăхăт. Килте кайăк-кĕшĕке усранă чухне йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Хур-кăвакала, чăх-чĕппе, кăрккасене ирĕкри кайăк-кĕшĕкпе хутшăнма памалла мар, вĕсене вольерта /сеткăран тунă пуккуйсенче/ хупса усрамалла, чÿречесемпе алăксем çине те сетка кармалла. Кайăк-кĕшĕке сыснасемпе пĕр витере усрама юрамасть, зоогигиена йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Чăх-чĕппе вырăнта туса илнĕ тыр-пулпа тăрантарса усрамалла. Комбикорм туяннă чухне сутуçăсенчен продукци тĕлĕшпе санитари хутне ыйтмалла. Чăх апатне уçă вырăна /ăçта ăна тискер кайăк çиме пултарать/ лартмалла мар. Кил-çурт йĕри-тавра тискер вĕçен кайăк /кăвакарчăнсем, çерçисем, чакаксем/ ан пулччăр тесен кил-çурта таса тытмалла. Витере пĕр тăваткал метр вырăнта 3-4 пуç чăх, хур, кăвакалтан ытлашши усрамалла мар. Килти кайăк-кĕшĕк вилнине, çавăн пекех вĕсем чирленин паллисене асăрхасан çийĕнчех районти ветеринари станцине пĕлтермелле. Чир паллисем вара çакăн пек пулаççĕ: чирлĕ кайăк ытларах ларать, пуçне енчен енне пăркалать, мăйне хуçлатса ларать, сăмси юхать, хăрăлтатать, шалкăм çапать, хур-кăвакал шыв-кÿлĕре çаврашка туса ишсе çÿрет.
И.НИКОЛАЕВА,
районти ветеринари станцийĕн тĕп тухтăрĕ.