Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ тухăç никĕсне хываççĕ

Çĕнĕ тухăç никĕсне хываççĕ

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче çĕрлехи вăхăтра шăнтнипе усă курса çак эрнере кĕр тыррисен 420 гектарне азотлă удобренипе апатлантарма ĕлкĕрнĕ. Кашни гектар пуçне шутласан, ăна 100 килограмм усă курнă.

Çак ĕçе пурнăçлама хутшăннă Владимир Васильев механизаторпа удобрение хире турттаракан Николай Головин тата Владимир Абрамов тав сăмахне тивĕçлĕ. Ĕçе тухăçлă йĕркелес тесе вĕсем уя кашни кун ирхине 3 сехетре тухнă. Çапла майпа шăн ирĕлсе анара пылчăк çăрăлма пуçличчен палăртнă лаптăксене минераллă удобренисемпе апатлантарма ĕлкĕрнĕ. Кĕçнерникун çумăр çунине пула анчах ĕç вăхăтлăха чарăннă. Çумăрĕ те кирлĕ.

Çапла майпа ял хуçалăх предприятийĕнче кĕрхи культурăсен пĕтĕм лаптăкне /604 гектар/ минераллă удобренисемпе апатлантарма палăртаççĕ. Кăçал вĕсем хĕл те лайăх каçнă: сивĕпе те, чир-чĕрпе те сиенленмен. Тухăç епле пуласси, паллах, вăрлăхран та нумай килет. Ку енĕпе вара «Комбайнра» çирĕп йĕрке — чи лайăх вăрлăхсемпе анчах усă кураççĕ. Апла пулин те Петр Анисимов тĕп агронома хальхинче 40 гектар çинче акса хăварнă кĕрхи тулă тухăçĕ епле пуласси ытларах кăсăклантарать. Мĕншĕн тесен ют регионран кÿрсе килнĕ çакăн йышши сорт — элита репродукцири Марафон кĕрхи тулă пирĕн район условийĕсенче епле çитĕнесси хальлĕхе никамшăн та паллă мар.

…Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 669 гектар йышăнать. Леонид Головин, Владимир Анисимов тата Михаил Никифоров механизаторсем çак вăхăтчен унăн 40 гектарĕ çинче нÿрĕк тытса хăварнă, 10 гектарне минераллă удобренисемпе апатлантарнă.

Механизаторсем паян тесен паянах çуртрисене акма тухма та хатĕр. Пурте çанталăк мĕн «каласса» кĕтеççĕ…

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Петр Анисимов тĕп агроном: «Ытарайми тăван уй-хирĕм…»

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code