Воскресенье, Сентябрь 20, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ

Тав çырăвĕ

Юратнă вулаканăм, эпĕ сире хам пурăнса тухнă 75 çулхи кун-çулăмпа тупа тусах ĕнентеретĕп — çĕр çинче начар çынтан лайăххи ытларах. Тата тепĕр тĕрĕслĕх те уçса парам: аякра пурăнакан хаклă тăванран кÿршĕре пурăнакан ют çын нумай шанчăклăрах.

Кăçал март-апрель уйăхĕсенче алхаснă ÿпке чирĕ мана та çулăхрĕ, районти тĕп больницăри тухтăрсенчен пулăшу ыйтма тиврĕ. Сывлăх сыхлавĕнче нумай çул вăй хуракан пысăк опытлă тухтăрсем — Владимир Кузьмин реаниматолог, Любовь Молоствова терапевт тата Ирина Убасева эпидемиолог врачăн пулăшуçи пĕрле канашласа мана реанимаци уйрăмне вырнаçтарма йышăнчĕç. Çав вăхăтри йĕпе-сапаллă çанталăка тата тертлĕ вăхăта пула мана больницăна çитерме питех те йывăр пулнă. Мăшăрăма унăн шăллĕпе кÿршĕре пурăнакан Ира Капсулова пĕтĕм чăтăмлăхне, чун ăшшине парса пулăшнă.

Реанимаци уйрăмĕнче ĕçлекен хĕрсен ячĕсене уйрăммăн асăнаймастăп эпĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ят-хушамачĕсене чăнахах та пĕлместĕп, çавăнпа та вĕсенчен каçару ыйтатăп. Çак шурă халатлă нимĕнле хура ĕçрен те вăтанман тата хăраман, мĕнпур йывăрлăха хирĕç тăракан ĕçченсен пурин те пĕр тĕллев — чирлĕ çынна епле пулсан та частарах ура çине тăратасси. Пур чирлĕ çынна та иккĕмĕш пурнăç парнелессишĕн хăйсен чĕре ăшшине паракан çынсем чăннипех мухтава тивĕçлĕ. Эпĕ çакăнта асăнса хăварнă çынсем паянхи пурнăç паттăрĕсем, ĕмĕр-ĕмĕр чыс та хисеп вĕсене. Эпир сирĕн умăрта пуçăмăра таятпăр.

Владимир МЕШКОВ,
ГСВГ ветеранĕ. Аслă Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code