Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Тыл ветеранне чысланă

Тÿскелсем ялти пĕр уява та паллă тумасăр ирттермеççĕ.

Иртнĕ кунсенче тыл ветеранĕ Валентин Шашков 90 çул тултарнă. Ăна Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Блинов, ял старости Д.Судаков, «Шуçăм» фольклор ансамблĕ, ачисемпе тăванĕсем саламланă.

«Манăн пуласлăх — Чăваш Енре»

çамрăксен проекчĕсен çĕнтерÿçисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче чысланă.

«Добровольчество и волонтерство» номинацире Елчĕкри тĕп больницăри Наталья Михайловскаян «Ты не один! Мы вместе» проекчĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Палăртса хăвармалла: çак номинацирех Кÿлпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче вĕренекен Светлана Михайлован «Спасти может каждый» проекчĕ виççĕмĕш приза тивĕçнĕ.

Компьютер умĕнче — пенсионерсем

Самана таппипе тан пыраççĕ паянхи пенсионерсем.

Патреккелĕнчи Тамара Захарова пенсионерка республикăри компьютерпа иртекен нумай енлĕ чемпионата хутшăннă. Унта вăл районти турнирта мала тухнăран кайма тивĕçнĕ. Республикăри хуласемпе районсенчи 27 ĕç ветеранĕнчен Тамара Николаевна компьютера начар мар пĕлнине кăтартса панă.

Чăваш Енри 8 пенсионер-çĕнтерÿçĕ июнь уйăхĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри чемпионата хутшăнаççĕ.

Республика призерĕсем

Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулти ачасем «Кольцевые гонки» автомодель спорчĕн республикăри ăмăртăвне хутшăннă.

Вăл А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ Кубока çĕнсе илессишĕн пыракан Чăваш Республикин шкул ачисен XIV Спартакиади шутне кĕрет. «Гоночная трасса» модельсен класĕнче А.Александров /7 кл./ иккĕмĕш, П.Сверчков /9кл./ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Шкул ачисене модельсене ăсталама А.Романов учитель вĕрентет.

Сăваплă вырăна тасатнă

Хальхи вăхăтра кашни ял тăрăхĕнчех экологи субботникĕсем иртеççĕ.

Элекçей Тимешсем масара тасатма та ĕлкĕрнĕ. Яланхиллех сăваплă вырăнти тирпей-илемшĕн явапли, уншăн тăрăшаканни — Б.Пятаков староста. Масара çÿп-çапран тирпейленипе пĕрлех хăвасене каснă, В.Григорьев пулăшнипе картасене сăрланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code