Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Савăнăç чĕрисенче упранать

Савăнăç чĕрисенче упранать

Елчĕк ял тăрăхĕнче паянхи кун икĕ сывă вăрçă ветеранĕ анчах тăрса юлнă: 99 çулхи Мария Диомидовна Абрамовăпа /Елчĕк/ 93 çулхи Петр Дмитриевич Кузьмин /Элекçей Тимеш/. Аслă Çĕнтерÿ кунне хăçан тата мĕнле лару-тăрура кĕтсе илнипе интересленсе ветеран-фронтовиксемпе çыхăнтăмăр.

Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕни пирки Мария Абрамова пуçласа радиопа илтнĕ. В.Молотов вăрçă пуçланнине пĕлтерсенех çамрăк вĕрентекенĕн çан-çурăмĕ тăрăх сивĕ хум чупса иртнĕ. Çак çулах Мария Диомидовна районти учительсен профсоюз комитечĕ йĕркеленĕ санитари дружинникĕсен 6 уйăхлăх курсĕнче вĕренсе çар билечĕ илнĕ. Вăрçа 1943 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче урокранах илсе тухса кайнă ăна. Ун чухне вăл Аслă Елчĕк шкулĕнче ĕçленĕ. Мария Диомидовна Мускав хулинче сывлăшран тапăнса кĕресрен хÿтĕлекен фронтра прожекторпа ĕçлеме хăнăхнă хыççăн çĕрĕ-çĕрĕпе хула енне вĕçекен тăшман самолечĕсене прожекторсемпе çутатса тăнă.

— Мĕнлерех кĕтсе илтĕмĕр-ха эпир Çĕнтерÿ кунне; Маларах — 1945 çулхи январь уйăхĕнче эпĕ тăракан 6-мĕш зенитпа прожектор полкне Берлина илсе кайма тĕллев лартрĕç. И.Конев маршал ертсе пыракан 1-мĕш Украина фронтне илсе çитерчĕç малтан пире. Полк Величка хулинче чарăнчĕ, Германи енчен вĕçсе килекен самолетсене прожекторсемпе çутатасси тĕп тĕллев пулчĕ. Май уйăхĕн 8-мĕшĕ. Çак кун самолетсем тÿпере çав тери нумай вĕçрĕç. Çавна май чун темшĕн çÿçенсе те шикленсе тăчĕ. «Аслă сержанта телефон патне!», — илтĕнчĕ сасă çĕр пÿртрен. Çакăн хыççăн нумаях та вăхăт иртмерĕ, сержант çĕр пÿртрен чупса тухрĕ те савăнăçлă саспа хыттăн кăшкăрса ячĕ: « Ура-а-а-а! Çĕнтерÿ! Вăрçă пĕтрĕ, эпир çĕнтертĕмĕр!»

Çĕр пÿртрен пур салтак та сиксе тухса тÿпенелле пеме пуçларĕç. Пурте савăнăçлă. Çĕрĕпех куç хупмарăмăр эпир, хаваслăн шăкăлтатрăмăр, киле каясси пирки ĕмĕтлентĕмĕр, — аса илет фронтовик.

Петр Кузьмин, 1925 çулта çуралнăскер, вăрçă хирне 1942 çулхи сентябрь уйăхĕнче тухса кайнă. Малтанах Иваново облаçĕнчи Кулебаки хулинче пулеметчика вĕреннĕ. Икĕ уйăхран ăна Сталин ячĕллĕ сывлăш-десант бригадине янă, каярах виççĕмĕш Украина фронтне куçарнă.

— Çĕнтерÿ кунне эпĕ Австринчен Берлин енне каяс çул çинче кĕтсе илтĕм. Вăрçă нушине тÿснĕ çыншăн çак хыпар нимĕнпе виçме çук пысăк савăнăç пулни каламасăрах паллă. Çак савăнăç пирĕн чĕремĕрсенче те яланлăх упранса юлчĕ, — каласа кăтартать вăрçăра И.Сталинăн Тав çырăвне тивĕçнĕскер.

Елена ПЕТРОВА.

2017 çулта тунă автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Çĕнтерÿ уявĕнче Петр Кузьминпа Мария Абрамовăна саламланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code