Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пособи ÿснĕ

Пособи ÿснĕ

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособи икĕ хута яхăн – 850 тенкĕрен 1500 тенкĕ таран ÿснĕ. Унăн чи пысăк виçи 4900 тенкĕрен 8000 тенкĕ таран пулать.

Сăмах май, ăна 10 çул каялла ÿстернĕ пулнă. Пенсие каяс умĕнхи çулсенчи çынсемшĕн пособи виçи тата ытларах пулма пултарать.

Раççейри Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин пĕлтернĕ тăрăх, ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособисен виçи ÿснĕ май регионсене 2019 çулта, 2018 çулхи 39 миллиард тенкĕ вырăнне, 53,4 миллиард тенкĕ, 2020 тата 2021 çулсенче 54,3 миллиард тенкĕ уйăрма палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code