Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ĕçе чун-чĕрипе парăннă

Ĕçе чун-чĕрипе парăннă

IServ WebGallery 2011

Медицина сестрин профессине алла илсен Елчĕкри тĕп больницăри терапи уйрăмне ĕçлеме вырнаçнă та Елена Судакова, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен унта тăрăшнă. 36 çул иртсе кайнине сиссе те юлайман вăл.

Елена Анатольевна терапи уйрăмĕнчи палата медсестринче чунне парса ĕçленине унта сипленнисем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Никама та нихăçан та пĕр сивĕ сăмах каласа курман, çынпа яланах çепĕç калаçакан медсестра ăшпиллĕхĕпе коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ. Ĕçе чунтан парăннăскер «сестра ĕçĕ» специальноçпа аслă квалификаци категорине тивĕçнĕ. Шурă халатлă тус-тантăшĕсем ăна пысăк ăсталăхшăн, тỹрĕ те таса кăмăллă пулнăшăн, ĕçченлĕхшĕн хисепленĕ. Кашни пациентшăн вăл чи çывăх çыннишĕн пăшăрханнă пек хумханнă.

Елена Анатольевнăпа пĕрле 20 çул ытла сиплев тытăмĕнче тăрăшакан Алевтина Шашкова аслă юлташĕ пирки ырă сăмахсем каласа пĕтереймест:

— Лăпкă характерлă пулнăран вăл кирек мĕнле лару-тăрура та тивĕçлĕ, пĕлсе медицина пулăшăвĕ парать. Пирĕн коллективра маншăн кăна мар, ытти çамрăк ĕçтешсемшĕн те опытлă наставник пулса тăчĕ. Кирлĕ пулсан яланах пулăшу аллине тăсать. Дежурство хыççăн хăй пăхса тăракан палатăри кашни чирлĕ çыннăн сывлăхĕ мĕнле пулнине пĕлтерсе хăваратчĕ.

— Елена Анатольевнăн çемьери, йăлари çивĕч ыйтăвĕсем çинчен эпир нимĕн те пĕлмен. Килти ĕçĕсене больница тулашне хăваратчĕ вăл. Ĕçре яланах хăйĕн тивĕçне çỹлти шайра пурнăçлатчĕ. Професси ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе тăтăшах сестрасен конференцийĕсене хутшăнатчĕ. Хăйĕн ăста опытне çамрăксене парса хăварчĕ, — тет терапи уйрăмĕн заведующийĕ Любовь Молоствова.

Елена Судакова пуш уйăхĕн вĕçĕнче сумлă юбилейне паллă тунă. Тивĕçлĕ канăва тухнă май вăл юратнă ĕçĕнчен уйрăлма шухăш тытнă. Сумлă медсестрана коллектив ăшшăн-ăшшăн саламласа ăсатнă.

Сăн ỹкерчĕкре: Е.Судакова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code