Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хастар почтальонсем

Хастар почтальонсем

Çыннăн ĕçĕ тепĕрне курăнмасть теççĕ. Чăннипех те çаплах, кашниех хăйĕн ĕçĕ чи кирли, çăмăлли, йывăрри пек туйăнать. Акă, почтальонсене илер-ха, вĕсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Хаçат-журнал, çыру-корреспонденци валеçнипе кăна мар, ял çине тухсан та тем те тумалла. Периодика кăларăмĕсене çырăнтармалла, электроэнергишĕн, çут çанталăк газĕшĕн пухăнакан тÿлевсем, посылкăсем йышăнмалла, сумки-сумкипе сутмалли тавар йăтмалла… Пенси укçине уйăхсерен валеçесси мĕнле пысăк яваплăх тата!

Аслă Таяпари почта çыхăну уйрăмĕнчи ĕçченсем çак тивĕçсене туллин пурнăçласа пыраççĕ тесен пĕрре те йăнăш мар. Кунта тăрăшакан коллектив питĕ туслă. Уйрăм начальникĕ Людмила Королева пуçлăх пуканне йышăнни нумай çул мар пулсан та ĕçе тĕплĕ пĕлнипе палăрать. Почтальонсем, тăваттăн вĕсем, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе, ял çыннисене хисеплесе, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеççĕ. Çавăнпах ĕçĕ те ăнăçлă, ÿсĕнсе пырать. Ольга Маркова, Ирина Корнилова, Елена Смирнова, Надежда Галкина ял çинче ырă ят çĕнсе илнĕ. Надежда Анатольевна 15 çул, Ольга Николаевнăпа Ирина Викторовна 11-шер çул ял сукмакĕсене такăрлатаççĕ. Вĕсем районта, республикăра, çĕршывра тухса тăракан хаçат-журналсене ял çыннисем патне вăхăтра çитерес тесе ăнтăлса ĕçлеççĕ. Акă, Чăваш Тăрăм, Шуршу ялĕсенчи почтальонкăсем хĕлле ытларах лаша кÿлсе çула тухаççĕ пулсан, çу вăхăтĕнче велосипед çинчен анмаççĕ. Хальхи вăхăтра ку тăрăхра «Елчĕк ен» хаçата 151 çемьере илсе тăраççĕ. Уйрăмах Тамара Барская, Ольга Сядукова, Нина Гурьянова çемйисем хаçат-журнал нумай çырăнса илеççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: почта ĕçченĕсем çула тухас умĕн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code