Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район хаçачĕ — пĕрремĕш вырăнта

Район хаçачĕ — пĕрремĕш вырăнта

Тăван хаçатăн кашни номерне кăмăлпа кĕтетĕп. «Елчĕк ене» яланах почта çыхăну уйрăмĕ урлă çырăнатăп, çапла туни çĕнĕ номере алла хăвăрт илме май парать. Хаçат нумай ыйтăвăн хуравне тупма пулăшать, хăйне евĕрлĕхпе килĕшет.

Уйрăмах мана уйрăм çынсен шăпи пирки çырнă статьясем кăмăла каяççĕ. Вĕсен савăнăçĕшĕн пĕрле хĕпĕртетĕп, хурлăхлă шăпишĕн пăшăрханатăп. Хаçат малашне те паянхи евĕр пуян содержаниллĕ пулсан компьютер ĕмĕрĕнче те унăн малашлăхĕ пысăк.

Ираида ТРЕМАСОВА,
ĕç ветеранĕ. Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code