Среда, Октябрь 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыва ятарлă вырăнта кĕмелле

Шыва ятарлă вырăнта кĕмелле

Çулла — шыва кĕрсе савăнмалли вăхăт. Çапах та шыв савăнăç анчах парнелетĕр тесен ятарлă йĕркесене пăхăнмаллах.

Çынсем ытларах чухне ятарлă вырăнта шыва кĕменрен, унта ÿсĕрле кĕнĕрен, вăй-хала тĕрĕс хакламанран, чăмнă хыççăн шăнăр туртнăран пурнăçран уйрăлни паллă. Статистика кăтартăвĕсем путса вилнĕ çынсенчен ытларах пайĕ ишме пĕлнине çирĕплетеççĕ. Ачасем вара аслисем çителĕклĕ асăрхаса тăманран инкеке лекеççĕ.

Çак сĕнÿсене шута илер. Шыва ирĕк панă вырăнсенче çеç кĕмелле. Шыва кĕме ăнăçлă вăхăт — ирхине 8-10, каçхине 17-19 сехетсенче. Сывлăш температури — 25, шыв температури 22 градусран кая пулмалла мар. Ытла шăрăхра, пĕлмен вырăнта тата тухтăр ирĕк паман пулсан шыва кĕме юрамасть. Питĕ вăйлă ывăннă хыççăн та шыва кĕме тăхтăр. Шывра ывăнсан çурăм çине çаврăнса канса илме хăнăхмалла — кĕлеткене шыв çинче ал-урана майĕпен хускаткаласа тытса тăмалла. Ытла инçене ишме тăхтăр, ишев вăхăчĕ 20 минутран ытла пулмалла мар. Чăнкă çыранлă пĕвесенче, юхан шывсенче, шыв уçласа илекен вырăнта шыва кĕме юрамасть. Хĕвел çинче чылай выртнă хыççăн та шыва тÿрех кĕрсе ан кайăр, маларах çыран хĕрринче ÿт-пĕве шывпа йĕпетсе сăтăркаласа сивĕтĕр. Мĕншĕн тесен ăшăра юн тымарĕсем сарăлаççĕ, шыва тÿрех кĕрсен мышцăсем самантрах хутланаççĕ те сывлăш пÿлĕннипе антăхса кайма пулать. Апат çинĕ хыççăн та шыва тÿрех чăмасран асăрханăр.

Пĕлмен вырăнта тÿрех шыва ан сикĕр. Тĕрĕсленĕ хыççăн тăрă, тарăн шыва анчах чăмма юрать. Унсăрăн пуçпа шыв тĕпне тăрăнма, мăй сыппине хуçма, тăна çухатса вилме пулать. Шыва ялан кĕрекен вырăнсенче те тĕрĕслемесĕрех тÿрех чăммалла мар. Вăл витĕр курăнмасть. Маларах таса пулнă вырăна та ăнсăртран кĕлеткене амантакан тимĕр-тăмăр е ытти хатĕр пăрахма пултарнине асра тытăр.

Шыва нихăçан та пĕччен ан кĕрĕр. Тытамакпа е ытти чирпе аптăракан, тăнĕсене час-час çухатакан çынсен шыва вуçех те кĕме юрамасть.

Эрех ĕçнĕ, тарланă хыççăн та ан кĕрĕр шыва. Ашшĕ-амăшне ачисемпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтас килет. Шыв хĕррине аслисемсĕр кайма ирĕк памалла мар вĕсене. Сывлăш тултарнă хатĕрсене те ытлах шанма юрамасть.

В.РЫБКИН.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code