Ачасен каникула кайма шутлă кунсем юлчĕç. Каникул вăхăчĕ ашшĕ-амăшĕн тимлĕхне ÿстерме хистет. Ача урамра, çул çинче, кÿлĕсемпе юхан шывсен хĕррисенче инкек тÿсме пултарнисĕр пуçне ăна Интернетпа çыхăннă компьютер та пысăк сиен кÿме пултарать.
Виртуаллă тĕнче ача-пăчана анчах мар, аслисене те хÿтлĕхпе тивĕçтерет тесе никам та шантараймĕ. Мĕншĕн тесен Интернет усăллă хыпарсемпе анчах мар, тĕрлĕ киревсĕр информаципе те тулнă. Ăс-тăн тата психика тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе çитмен ачана педофилсем те куç хывма пултараççĕ. Интернетра информаци тĕлĕшĕпе çирĕп чикĕ пулмалла.
Аслисене «Ашшĕ-амăшĕн тĕрĕслевĕ» компьютер программи пулăшать. Вăл ача компьютер умĕнче ирттерекен вăхăта çирĕплетме, кампа çыхăну тытнине палăртма тата тĕрĕслеме май парать.
Л.ЕГОРОВА.