Среда, 29 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренÿ службăсен пуçарулăхне тĕрĕслерĕ

Вĕренÿ службăсен пуçарулăхне тĕрĕслерĕ

Майăн 29-мĕшĕнче Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче çут çанталăк çынсен умне кăларса тăратакан хăрушлăха сирсе ярассипе çыхăннă вĕренÿ иртрĕ.

Инкек-синкек яланах кĕтмен тата шухăшламан вăхăтра килсе тухать. Вĕренÿпе çыхăннă «инкек» чрезвычайлă лару-тăру кăларса тăратать — «çурхи шыв-шур е виçерен ытла çумăр çунă вăхăтра Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи Таяпа Энтри ялĕ çумĕнчи пĕвере шыв шайне чакармалли хатĕр юрăхсăра тухнă». Çавна май плотина татăлса каяс, Таяпа Энтри ялĕнчи хăш-пĕр çурт-йĕр, тĕп çул-йĕр, кĕпер шыв айне пулас хăрушлăх тухса тăрать. Пĕвене «Чувашмелиоводхоз» управленийĕн Комсомольски районĕнчи филиалĕ пăхса тăрать. Филиалта тăрăшакан 8 çынран тăракан ушкăн «инкек» пулнă вырăна вăхăтлă килсе çитнĕ. Вĕсем тата районти чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем — медицина, полици, пушара хирĕç кĕрешекен, кĕтмен лару-тăру, çул-йĕр, телефон тата Интернет çыхăнăвĕсен, газ, электричество сечĕн службисем — хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе инкеке вăхăтлă сирсе яма, халăх нушана лекес пулсан ăна пулăшма, унăн сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварма хатĕр пулнине лайăх çирĕплетсе пачĕç. Апатлану пункчĕ те хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлама пултарать. Инкек пулас пулсан халăха вăхăтлăха вырнаçтарма палăртнă Таяпа Энтри шкулĕ те пур условине те тивĕçтерет, кунти вĕрентекенсемпе техперсонал нуша тÿснисене йышăнма хатĕр.

Вĕренÿпе тĕплĕн паллашнă Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн начальникĕн çумĕ Юрий Антонов, райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый кашни службăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлчĕç. Юрий Антонов маларах асăннă службăсен ертÿçисемпе кашнинпех уйрăммăн калаçнă май лайăх енĕсене палăртрĕ, тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене мĕнлерех тытмалли пирки сĕнÿ-канаш парса хăварчĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Юрий Антоновпа /сулахайран пĕрремĕш/ Леонард Левый «Чувашмелиоводхоз» управленийĕн ĕçченĕсемпе канашлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code