Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нимĕнле ĕçрен те ютшăнман

Нимĕнле ĕçрен те ютшăнман

Кивĕ Арланкассинчи 86 çулхи Мария Веникова каласа панинчен:

– Анне мана, 2-мĕш класра вĕренекене, ирсерен кантăр хураллама вăрататчĕ. Шкула кайиччен те, таврăнсан та ĕшеничченех кураксене хăваласа чупаттăм.

Колхозра купăста лартсан кашни кун ăна шăвармаллаччĕ. Хăяр пулсан – сыхламалла. Арçын ачасем вăрлама пыратчĕç те ним тăвайман енне йĕреттĕмччĕ вара.

4 класс пĕтернĕ хыççăн сысна фермине кайрăм ĕçлеме. Заведующи час-часах ÿпкелешсе: «Витре те йăтаймастăн», – тетчĕ пулин те фермăран хăваласа ямарĕ. Йывăр ĕçе чăтса, ерипен хăнăхса пытăм. Кайран ĕне пăхма та шанчĕç. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă. Хăш чухне киле кайма та вăхăт пулман, ферма çуртĕнчех çывăрнă. Ĕнесене сунипе кăна ĕç вĕçленмен-ха, уйран уçласа çу та тунă. Пуçри тутăра ĕне чăмласа яни те пулнă. Темĕн чухлĕ тар тăксан та укçа тутăр илмелĕх çитмен.

Колхоз хĕрĕсем торф кăларма кайсан капăр тумпа таврăнатчĕç. Мана ямарĕç унта: «Çулу çитмен-ха», – терĕç. Çын вырăнне çул ÿстерсе кайма ăс çитертĕм вĕт. Унта имшеркке тесе торф кăларакан шурлăха кĕртмерĕç, çул çинче чул сарнă çĕрте ĕçлерĕм. Укçине аванах тÿлерĕç вара – кÿрентермерĕç.

Халĕ вăрçă вăхăтĕнче ĕçленисене укçа-тенкĕ енчен хавхалантараççĕ. Манăн, вăрçă ачин, пенси те пĕчĕк. Çăмăллăхсем парас пирки нумай калаçаççĕ-ха. Вăл хăçан пулĕ-ши;

Н.ВАСИЛЬЕВ çырса илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code