Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > …Эп çак вăййа тухмăттăм та, Тухас килни кăларать…

…Эп çак вăййа тухмăттăм та, Тухас килни кăларать…

Хăвăлçырма ялĕнче мĕн ĕлĕкрен Троица кунĕнче чăвашсен икĕ аркăллă кĕпине тăхăннă, тĕрĕллĕ саппун çакнă, тĕрĕллĕ шурă тутăр çыхнă хĕрсем вăййа тухнă.

Кăçал та ырă йăлана пăрахмасăр 22 хĕр вăйă картине тăнă. Илемлĕ тăхăннă хĕрсем, тĕрлĕ урамсенчен пуçтарăнса, пĕр ушкăна тăрса вăйă юррисем юрларĕç:

Кас суханне касмăттăм та,
Çиес килни пĕтерет…

Курма килнĕ хăнасем, ватти-вĕтти пурте вăйă карти хыççăн утрĕç. Пăралуккасенче хĕрсен ушкăнĕ чарăнса, çавракан тăрса, алла-аллăн тытăнса юрларĕç, хĕрсене ял каччисем хут купăспа ташлаттарчĕç.

Ял халăхĕ йăла-йĕркене тытса пыракан Хăвăлçырмари культура çурчĕн ертÿçине Вера Галкинăна, çак вăййа тухнă хĕрсен ашшĕ-амăшне, кукамăшĕ-асламăшне тав сăмахĕ каларĕ. Хĕрсене ашшĕ-амăшĕ вĕр çĕнĕ чăваш кĕписем çĕлеттерсе панă, çĕр çывăрмасăр саппун-тутăр тĕрленĕ.

Хăвăлçырмасем çак ĕлĕкхи йăлана манманни, ăна çамрăк ăрăва вĕрентсе хăварма тăрăшни савăнтарать. Ял уявĕ кашни çынна хаваслăх кÿчĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен концерчĕ те пурне те килĕшрĕ.

В.НИКОЛАЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: хĕрсем вăййа тухнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code