Пятница, Октябрь 19, 2018
Главная > Публикации > Шаннă йăвара кайăк пулмасан…

Шаннă йăвара кайăк пулмасан…

 Сехет йĕпписем пĕр вĕçĕмсĕр шаккаççĕ. Вăхăт тăхтавсăр васкать. Сехет, кун, эрне, уйăх, çул — ĕмĕр те çаплах иртсе каять. Натиш 55 çула çитрĕ. Тивĕçлĕ канура вăл халĕ. Кунĕпе, çĕрĕпе пĕччен. Хăш чухне ыйхă вĕçнĕрен çĕрле тăрса кăштăртатса çỹрет, канăç тупаймасăр чỹрече умне пырса тăрать.

Качча тухса пỹрт тулли ача çитĕнтернĕ Натиш. Халĕ ĕнтĕ тăватă хĕрĕ те çемье çавăрнă, хулара пурăнакансем амăшĕ патне пысăк уявсенче çеç килеççĕ. Мĕншĕн пурăнчĕ хĕрарăм, камшăн ырми-канми ĕçлерĕ?

Сутуçă профессине алла илсен тăван яла таврăнчĕ хĕр, кỹршĕ ял ачипе Валерăпа пĕрлешсе çемье тĕвĕлерĕ. Мăшăрĕ тăван хуçалăхра трактористра вăй хуратчĕ, хăй ялти лавккара тăрăшатчĕ. «Колхозра ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе çурт, хуралтăсем çĕклеме ансатах мар,» — тесе ялти çамрăксемпе Мускава ĕçлеме çỹреме тытăнчĕ Валера. Çуршар уйăх ĕçленĕ хыççăн киле килкелесе куратчĕ арçын. Укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулнă май çуртне те ăстасем тытса ĕçлеттерчĕ çамрăк мăшăр, унтан çĕнĕ вите, мунча, хуралтăсем хăпартса лартрĕç. Валера ывăл кĕтрĕ пулсан та, Натиш малтан йĕкĕреш хĕр, унтан умлăн-хыçлăн тепĕр 2 хĕр çуратрĕ. Паллах, мăшăртан аякра пурăнас килмерĕ çамрăк арăмăн. Арçынсăр хуçалăх, выльăх-чĕрлĕх тыма та, ачасене ỹстерме те кансĕр. Çĕр çулми лартнă-кăларнă вăхăтра та çынна йăлăнмалла-çке. Йывăр михĕ, пуртă-пăчкă, мăлатук алăран каймарĕ унăн. Çăмăлах пулмасан та пĕчченех çитĕнтерчĕ хĕрĕсене хĕрарăм. «Хăй часах килсе çỹреймесен те укçа-тенкĕрен татмасть-ха çапах. Пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма кайран та ĕлкĕрĕпĕр-ха», — тесе лăплантарчĕ Натиш хăйне. Ачисене воспитани парасси,ĕçе вĕрентсе çын тăвасси хĕрарăмăн черчен хул-çурăмĕ çине тиенчĕ.

Пĕринче, хĕрĕсем пурте шкула çỹреме пуçласан, вăхăтлăха яла килнĕ мăшăрне çапла каларĕ Натиш: 

— Валера, халĕ ĕнтĕ Мускава çỹремесен те юрать, тăвас пеккине турăмăр, туянас пеккине туянтăмăр. Çитмен пурнăç нихăçан та çитмест. 

-Мĕнле ĕç тупăп-ха эпĕ кунта? Пур-çук укçашăн каллех тракторпа тăнкăртатса çỹрĕп-и, мазутлă тум ăшне путăп-и? Пысăк укçа курма хăнăхнă çын пĕчĕк укçа çине таврăнмасть ĕнтĕ тек. 

-Çынсем пурăнаççĕ вĕт-ха. Нумай та пĕтет, сахал та çитет. 

-Малашне хĕрсене вĕрентмелле, тупра пухса качча памалла-ха пирĕн.

Урăх ку калаçу патне таврăнасшăн пулмарĕ арçын. Упăшки кăнттамланнине, хăйĕнчен ютшăннине, чунĕнче тем пытарнине туйрĕ хĕрарăм. Çак калаçу хыççăн чĕри час-часах йĕппе йĕпленĕн ыратрĕ унăн. Чăн та, укçа-тенкĕрен татăлса курмарĕ Натиш. Хĕрĕсем те чаплă тăхăнса ỹсрĕç, шкул хыççăн аслă пĕлỹ илчĕç. Качча кайса тăван килтен аякка вĕçсе саланчĕç. Ĕмĕрĕпех арçын тĕрекне, юратăвне, ăнланăвне туйса кураймарĕ Натиш. Пуянлăх та, укçа-тенкĕ те улăштараймасть иккен вĕсене. Пĕр упăшкине юратса пурăнчĕ вăл. Çак таса юратăва вара черетлĕ хут яла курма килнĕ мăшăрĕн тỹрккес сăмахĕсем татрĕç: 

— Натиш… Ачасене пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Мĕнлерех калам-ши ĕнтĕ сана? Эсĕ каçар та, тепĕр арăм пур манăн Мускавра, вăл мана 2 ывăл парнелерĕ. Эсĕ халĕччен мансăрах пурăнтăн, малашне те пурăнăн, укçа-тенкĕрен татмăп сана. Эпĕ текех килсе çỹремĕп, çĕнĕ çемьене аркатмăп. Манăн ывăлсене ура çине тăратмалла.

Кĕтмен сăмахсем Натише вĕрилентерсех ячĕç. 

-Укçа-тенкĕпе татмăп тетĕн-и? Манăн туйăмсем, шанчăк? Мĕнех тăвăп эпĕ укçапа? Ватлăхра пĕччен тăрса юлассишĕн сывлăхăма хĕрхенмесĕр ырми-канми тăрăшрăм-ши? Сана юратса, шанса пурăнтăм, ватлăхра иксĕмĕр мăнукăмăрсене сиктерме ĕмĕтлентĕм. Эсĕ вара?

Çак калаçу хыççăн арçын яла текех килмерĕ…

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code