Понедельник, 7 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ачасене упрар

Ачасене упрар

Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерстви ашшĕ-амăшне çулла ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтать. Аслисен енчен çителĕклĕ таран тимлĕх пулманран вĕсем çак тапхăрта çул-йĕр çинче, юхан шывсемпе кÿлĕсен хĕррисенче, вăйă тата спорт площадкисенче инкек тÿсме пултараççĕ.

Ачасене çул-йĕр правилисем, шыва кĕмелли йĕркесем, урамра хăйсене мĕнле тытмалли, киле çутăллах таврăнмалли пирки асăрхаттарсах тăмалла. Палламан çынсен, пысăк ушкăна пухăннă çула çитмен çамрăксен çывăхне пымалла маррине, çын çÿремен вырăнсенчен, хуçасăр çуртсемпе сарайсенчен тата путвалсенчен пăрăнмаллине, паллă мар автомашинăсем çине ларма юраманнине, подъезда е лифта ют çынсемпе кĕме асăрханмаллине пĕлмеллех вĕсен. Инкек вăхăтĕнче иртен-çÿренрен пулăшу ыйтма вăтанмалла мар.

Кил-çуртра та хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Розеткăна тĕрлĕ япала чикме, вилкăна розеткăран проводаран туртса кăларма, палламан çынсене алăк уçса кĕртме е вĕсемпе калаçма, чÿречесем çине хăпарса ларма юраманни пирки те аса илтерсех тăрар.

Сывату тата кану лагерĕсенче те ачан хăйне мĕнле тытмалли йĕркесем пирки пĕлмелле. Хăй тĕллĕн лагерьтен пăрахса ан кайтăр вăл. Енчен те унта администраци енчен ĕçе тивĕçлĕ йĕркелемен, преступлени е право йĕркине пăснă тĕслĕхсем пулсан ашшĕ-амăшĕ 8?8352/ 24-13-31, 02, е карас телефонĕнчен 102 номерсемпе шăнкăравлама пултарать.

Н.БАЙДУГАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code