Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçне кура — хисеплĕ, кăмăлне кура — ырă ятлă

Ĕçне кура — хисеплĕ, кăмăлне кура — ырă ятлă

38 çула яхăн пĕр вырăнта — «Колхоз ялавĕ» /халĕ — «Елчĕк ен»/ хаçат редакцийĕнче корректор пулса ĕçленĕ Зинаида Матвеевна Никифорова 80 çулхи сумлă юбилейне ырлăх-сывлăхпа, çирĕп ăс-тăнпа кĕтсе илме пултарнăшăн эпир, унăн ĕçтешĕсем, чун-чĕререн савăннине пĕлтеретпĕр. Чăннипех çапла, иккĕмĕш тăван кил пулса тăнă коллектива халĕ те тăтăшах килсе çÿрекенскер, пирĕншĕн питех те çывăх, хаклă…

Ăна пĕрре те çак çула çитнĕ тесе калассăмăр килмест. 35 çул каялла пĕрремĕш хут курса паллашнă чухнехи пекех сăпайлă, тирпейлĕ, тарават кăмăл-туйăмлă вăл. Тивĕçлĕ канури хисеплĕ ĕç ветеранĕ эпир унăн сумлă ĕçĕ-хĕлĕпе пархатарлă кун-çулĕ пирки хаçатра çырма шут тытни çинчен пĕлсен:

— Ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастăп-çке, кашни çын хăй суйласа илнĕ ĕçре вăй хурать, эпĕ те çаплах — хамăн тивĕçе пурнăçланă, — терĕ.

Апла пулин те Зинаида Матвеевнăпа тĕл пулма майне тупрăмăр. Никифоровсем Елчĕкре, Андреев урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртра тымар янă. Кунта ватă çынсем пурăнаççĕ тесе калаймăн та — икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте тирпейлĕ, хăтлă.

— Кÿршĕ ялта пурăнакан Саша кĕрÿ платник, столяр ĕçĕнчи чăн ăста. Ăçта мĕн юсамаллине е çĕнĕрен тумаллине пурне те хăй пĕлсе ĕçлет, — тет вăл. Мăшăрĕ, Николай Павлович та ÿркенсе тăракан йышши мар, тытса тума пĕлмен ĕçĕ çук унăн. Кĕрÿшĕпе иккĕшĕ çак пысăках мар хваттере те епле меллĕ, хăйсене кирлĕ пек, çыпăçуллă çĕнетсе улăштарма пултарнине курса тĕлĕнтĕмĕр. Пÿрт-çурта хăтлăх кĕртесси, тирпейлĕ те таса тытасси чылай чухне хĕрарăмран килет. Ку енĕпе вара Зинаида Матвеевна нумай çыншăн тĕслĕх пулса тăрать. Çакă ÿстерсе каланă сăмах мар. Пĕр çуртра пурăнакан çамрăк хĕрарăмсем те вăл кунти пысăках мар пахча лаптăкĕнче кашни çул çеçке çуракан епле илемлĕ чечексем çитĕнтернине курса тĕлĕнеççĕ. Вăл чечек юратнине эпир те тахçанах пĕлетпĕр. Çуллахи вăхăтра редакцири крыльца умĕнче вĕсене акса-лартса çитĕнтерес ĕçе те Зинаида Матвеевна йĕркелесе пынине лайăх астăватпăр. Пÿлĕмри чечексен турат-тымарĕсене вара хĕлĕн-çăвĕн касса-уйăрса лартма ÿркенсе тăмастчĕ, çак йăлана халĕ те пăрахман вăл.

…Ачалăхĕ ырлăхра иртмен унăн. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине тухса кайнă ашшĕ — Матвей Максимович паттăрсен вилĕмĕпе вилни çинчен пĕлтерекен çырăва илсен пÿрт тулли пухăннă тăван-пĕтен, кÿршĕ-аршă ĕсĕклесе йĕнине анчах астăвать ун чухне виçĕ çулта пулнă Зина. Амăшĕн — Ольга Семеновнан 5 ачине пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ.

Шкулта лайăх вĕреннĕ пулин те, пурнăçĕ çăмăл килменрен, малалла вĕренме май пулман. 1956 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă Зинаида Малькова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Николай Сайкин сĕннипе /вăл вĕсен çемйине лайăх пĕлнĕ/ комсомол райкомне секретарь-машинистка пулса ĕçлеме вырнаçнă. Сăпайлă, тăрăшуллă, хăйĕн тивĕçне пĕлсе тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан çамрăка район хаçачĕн редакторĕ Николай Доброхотов та курнă-асăрханă. Редакцире ĕçлеме те секретарь-машинистка кирли çинчен пĕлтерсен вăл хирĕçлемен — килĕшнĕ. Ун хыççăн ăна корректор — хаçатра пичетленекен текстсене вулакан, орфографи, синтаксис тата пунктуаци йăнăшĕсене тупса палăртакан, вĕсене тÿрлетсе çыракан пулма шанаççĕ. Сăмах май, хаçат номерĕсене хатĕрленĕ чухне кашни статья-корреспонденци темиçе хутчен те корректура вулавĕ витĕр тухать. Ахальтен мар çак яваплă ĕç хаçат кăларассинче тĕп вырăн йышăнать. Кашни çынна çак ĕçе шанса та параймăн. Тĕрĕс, йăнăшсăр çыракан, орфографипе стилистикăна лайăх тавçăракан çын анчах корректор пулма пултарать. Зинаида Матвеевна вара шăпах çавăн пек çын пулнă та. Унсăр пуçне, çуллахи вăхăтра журналистсем пĕрин хыççăн тепри отпуска кайнă вăхăтра вĕсен вырăнне ĕçлеме те пултарулăхĕ çитнĕ унăн. Редакторсем те Зинаида Никифорова ĕçĕпе кăмăллă пулнă.

Хăй калашле, кун иртнĕ те, çĕр иртнĕ. Çапла майпа суйласа илнĕ пĕр ĕçре 38 çула яхăн вăй хунине, вăхăт епле хăвăрт иртнине сиссе юлма та ĕлкĕреймен вăл. Иртнĕ кунсем хыçа юлнă пулин те, юратнă ĕçри кашни самант куç умĕнче, вĕсем асран тухмаççех.

Хаçат кăларасси — питех те кăткăс, ĕлĕкхи ĕç условийĕсене те паянхипе танлаштарма çук. Типографире уйрăмах, нумай ĕçе алăпа пурнăçлама тивнĕрен, вăхăтра ĕлкĕрме йывăр пулнă. Çавна пула хаçат-çăсен тăтăшах кая юлса ĕçлеме тивнĕ.

— Хаçат тухнă кунсенче ирхине, çынсем кĕтÿ хăваланă чухне тин редакцирен таврăннă вăхăтсем сахал мар пулнă. Апла пулин те ирхине 8 сехетре каллех ĕç вырăнне çитнĕ, — тет Зинаида Матвеевна.

Тин ĕçрен пушанса киле таврăннă вăхăтра хĕрарăмăн темĕн тума та ĕлкĕрмелле пулнă: ачисене ясли-сада, шкула кайма хатĕрлеме, кил-тĕрĕшри ытти ĕçсене пурнăçлама… Апла пулин те нăйкăшман, пуçне те усман. Пачах тепĕр майлă, редакцири ĕç мĕн тери тăкăс пулнине пăхмасăр, вăл спортран та уйрăлман. Республика шайĕнче çăмăл атлетика енĕпе иртекен ăмăртусенче район чысне миçе хутчен хÿтĕлемен-ши; Йĕлтĕрпе те чупнă. Унсăр пуçне, Анатолий Тимофеев журналист ертсе пынипе йĕркеленнĕ редакци хорĕнче юрлама та вăхăтне тупнă. Çапла майпа Петр Михайлов редактор, Юлия Кузьмина, Николай Петров, Елизавета Зайцева, Валентина Яковлева, Елена Васильева… тĕрлĕрен смотр-конкурссене нумай хутчен хутшăннă, куракансен юратăвне çĕнсе илнĕ. Вĕсем спектакльсем те лартнă. Ака, вырма вăхăчĕсенче юрлакан ушкăн уй-хирте ĕçлекенсем патне васканă. «Епле ĕлкĕрнĕ?» — тесе ыйтсан: «Çăкăрпа чĕре сÿри тунă та кăнтăрлахи апат вăхăчĕпе усă курса ялсем тăрăх концерт лартма тухса каяттăмăр», — тет.

…Зинаида Никифорован ачисем те — Юрий, Ирина тата Татьяна редакцирех ÿснĕ. Амăшĕ ĕçрен час таврăнмассса пĕлсе вĕсем хăйсемех кунта çитсе тăнă. Сотрудниксем те вĕсене хăнăхсах çитнĕ. Яваплă секретарь пулса ĕçленĕ Павел Щипцов ача-пăчана тарават пулнă пулас, чи кĕçĕнни — Таня вăл алăран тыттарнă кучченеçе — сахăр татăкне пĕр хутчен анчах мар астивсе курнăскер, ăна «Паллă тете» тесе чĕннĕ. Редакципе типографире ĕçлекенсем вара хĕр пĕрчи пуплевĕнчен ахăлтатсах кулнă, чун-чĕрене кĕрсе вырнаçнă çак пĕчĕк савăнăç та вĕсене тăрăшса ĕçлеме вăй-хăват парса тăнă, тейĕн. Чăннипех, редакципе типографире тăрăшакансем пĕр çемьери пек туслă, килĕштерсе пурăннă. Йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне ăнланса пулăшнă, савăнăçа та пĕрле пайланă. Çак туслă йышпа ĕçлесе курма шăпа пÿрнишĕн те чун-чĕререн савăнатăп.

Ĕçне кура — хисепĕ. Нумай çул пархатарлă та сумлă ĕçре тăрăшнă Зинаида Никифорован ĕçне тивĕçлипе хакласа ăна Тав хучĕсемпе парнесем панине шутласа та кăлараймăн. Апла пулин те юбиляршăн чи хакли — кил-йыш ăшши, савнă мăшăрĕпе — Николай Павловичпа пĕрле 57 çул алла-аллăн тытăнса утма, 3 ача çуратса ÿстерме, вĕсене тивĕçлĕ воспитани, пĕлÿ пама, 5 мăнукĕпе 3 кĕçĕн мăнукне сăпкара сиктерме шăпа пÿрни.

Сакăр теçетке çул каçалăкĕ тĕлне çитсе тăнă Зинаида Матвеевна Никифоровăна ĕмĕр çулне такăрлатса пыма йышлă тăванĕсемпе пĕрле «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн коллективĕ, çав çулсенче пĕрле юнашар тăрса вăй хунă ĕçтешĕсем ырлăх-сывлăх сунаççĕ…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code