Вторник, Январь 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Суд йышăнăвне пурнăçламан

Суд йышăнăвне пурнăçламан

Елчĕк район прокуратури Айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан муниципалитетсем хушшинчи Патăрьелĕнчи инспекцин ĕçченĕсем йĕркене пăхăнман гражданинăн «обязательнăй ĕçсем» айăплавне «ирĕк прависĕр хăварасси» айăплавпа улăштарма сĕнекен кăтартăвне ырланă.

Елчĕк районĕнче пурăнакан арçын тĕлĕшĕпе 2018 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче ют çурта кĕрсе пурлăха çаратнăшăн Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 158 статйин 2 пайĕн «б» пункчĕпе килĕшÿллĕн уголовнăй ĕç пуçарнă пулнă. Тутарстан Республикинчи Пăва районĕн сучĕ ун тĕлĕшĕпе 320 сехетлĕх обязательнăй ĕçсем пурнăçлаттарма йышăну кăларнă. Анчах та гражданин асăннă айăплава пурнăçласран пăрăннă, йĕркене темиçе хут та пăснă.

Елчĕк район сучĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн айăпçăн халĕ 40 куна пĕтĕмĕшле режимлă колонире ирттерме тивет.

Йышăну саккунлă вăя кĕмен-ха.

В.НИКОЛАЕВ,
Елчĕк район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code