Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕнче чемпионачĕ пуçланать

Тĕнче чемпионачĕ пуçланать

Ыран пирĕн çĕршывра пуçласа Тĕнче кубокне çĕнсе илессишĕн футбол чемпионачĕ старт илет.

32 командăри 736 футболист хутшăннипе Мускаври, Санкт-Петербургри, Хусанти, Екатеринбургри, Самарăри, Саранскри, Сочири, Ростоври, Калининградри, Чулхулари, Волгоградри 12 стадионра пĕтĕмпе 64 вăйă иртĕ.

Раççейĕн пĕрлештернĕ команди ыранах пĕрремĕш турта Сауд Арави командипе Мускаври «Лужники» стадионра тĕл пулать. Вăйă 18 сехетре пуçланать. Пирĕн футболистсен хăйсен ушкăнĕнче çавăн пекех Египет тата Уругвай командисемпе вылямалла.

Финал июлĕн 15-мĕшĕнче Мускавра иртет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code