Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ çул-йĕр тата ФАП

Çĕнĕ çул-йĕр тата ФАП

Райадминистрацин пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн Вăрăмхăва ялĕнче пулнă.

Вăл кунти Тĕп тата Вăрман урамĕсенче республикăн 2018 çулхи адреслă инвестици программипе килĕшÿллĕн хута каякан вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре тăвассипе пуçăннă ĕç-хĕлпе паллашнă /ĕçе «ДПМК «Яльчикское» ООО пурнăçлать/.

Çак ялта кăçал çĕнĕ ФАП та тума палăртнă. Николай Миллин строительсемпе тата ял халăхĕпе курнăçнă май çĕнĕ çурта тăвассипе паллашнă, ĕçе васкавлă пурнăçлама хушнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code