Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр тăвансене асăнса

Пĕр тăвансене асăнса

Январĕн 21-мĕшĕнче Лаш Таяпа ялĕнче пĕр тăвансене — Владимирпа Петр Сметанинсене асăнса спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Вĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçма Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕн ĕçĕсене пурнăçлакан — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, ăмăртусен йĕркелỹçи тата тĕп спонсорĕ Владимир Меметов, Лаш Таяпа территори пайĕн начальникĕ Светлана Ермакова тата ыттисем те хутшăннă.

Çак кун вĕренекенсем кире пуканĕ йăтассипе, хоккейла выляссипе тата йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртнă.

Хоккей вăййинче 5 команда (Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа, Патреккел, Елчĕк, Яманчỹрел) хутшăннă. Хĕрỹ тупăшура Лаш Таяпасем — пĕрремĕш, Яманчỹрелсем — иккĕмĕш, Елчĕксем виççĕмĕш вырăна тухнă.

Кире пуканĕ йăтакансенчен тĕрлĕ çулхи тата тĕрлĕ виçе категоринче тупăшса София Афанасьева, Валерия Яковлева (Аслă Елчĕк шкулĕ), Арина Мясникова, Егор Андреев, Давид Павлов (Курнавăш), София Галкина, Давид Портнов, Матвей Петров (Елчĕк), Алена Николаева (Патреккел), Тарас Пупин (Çĕнĕ Пăва) мала тухнă.

Йĕлтĕрçĕсенчен чи правуррисем Надежда Яковлева, София Афанасьева, Мария Яковлева, Адрей Кантеев (Аслă Елчĕк), Константин Васильев, Алексей Вастулов, Мария Воронова, Роман Ильин (Елчĕк) пулнă.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Дипломсемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысланă.

(Хамăр корр.).

Сăн ỹкерчĕкре: Владимир Меметов хоккеистсене чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code