Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăпайлă, ăшă чунлă

Сăпайлă, ăшă чунлă

Елчĕк ялĕнче паянхи кун апатлану предприятийĕсем нумаях мар. Вĕсенчен пĕри — «Елчĕкри коопторг» ОООн «Пельменная» кафе. Поварсем техĕмлĕ апатпа сăйланăран кунта кашни кунах халăх йышлă çỹрет.

— Ĕçлекенсем сăпайлă та ăшă чунлă, апачĕ килти евĕр тутлă кунта, — кăмăллăн пĕлтереççĕ кафере апатланакансем.

Любовь Куприянова кафере буфетчицăра тăрăшать. Унăн професси шайĕнчен, яваплăхĕнчен, халăхпа хутшăнма пĕлнинчен ĕç ăнăçлăхĕ нумай килнине лайăх ăнланать вăл. Килен-каянпа тарават ĕçчен, ырă куллипе, çепĕç чĕлхипе пурин кăмăлне те çĕклет.

Çĕрпỹ районĕнче çуралса ỹснĕ Любовь Аркадьевна шкул хыççăн Шупашкарти кооператив техникумĕнче вĕренсе пĕлỹ илнĕ. 1997 çулта вăл Ĕнел ялĕнчи Михаил Куприяновпа пĕрлешнĕ. Любовь Куприянован сутуçăри ĕç стажĕ 2 теçетке çул ытла.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code