Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Марина Павлова тунтикун вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура пĕтĕм ыйту пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

Малтанах Çĕнĕ çул тапхăрне лапамсене, ĕç коллективĕсен, уйрăм кил-хуçалăхсен çурчĕсен фасачĕсене илемлетес тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн начальникĕ Марина Демьянова паллаштарчĕ. Районти уйрăм çынсен хуçалăхĕсем хушшинче 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсене Юрий Александровпа (Аслă Пăла Тимеш) Алексей Горшков (Аслă Елчĕк) йышăннă. Предприятисемпе организацисен кăтартăвĕсем çапларах: 1-мĕш — Елчĕкри «Водолей» лавкка (ертỹçи — В.Изратов), 2-мĕш — Курнавăшри вăтам шкулпа (А.Ефимова) Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕ (С.Понкратьева), 3-мĕш — Елчĕк (Л.Васильева) тата Патреккел (О.Петрова) шкулĕсем.

Муниципалитет округĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Людмила Ефимова Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен предмет олимпиадисен муниципалитет тапхăрĕн кăтартăвĕсене тишкерчĕ. 10 шкултан 7-11 классенчен 626 вĕренекен хутшăннă вĕсене. Çавăн пекех 4-мĕш классенче пĕлỹ пухакан 50 ача ăс-хакăл вăййисенче тĕрĕсленĕ хăйсене.

Олимпиадăсенче мала тухнисен шучĕпе (67) Елчĕкри вăтам шкул 1-мĕш вырăнта тăрать. Анчах хутшăннă ачасен йышĕнчи тухăçлăха (юлашки çулсенче çакăн тăрăх хаклаççĕ) пăхсан — 4-мĕш. Вĕсен рейтинг тăрăх 23,43 процент. Çирĕклĕ Шăхальсен (45,1 процент), Лаш Таяпасен (34,8 процент), Кушкăсен (29,55 процент) тухăçлăх тĕлĕшпе кăтартăвĕсем вара пысăкрах. Çĕнĕ Пăвасен чи пĕчĕкки — 1,83 процент.

Хăш-пĕр предметсемпе (МХК, хими, географи) çĕнтерỹçĕсемпе призерсен кăтартăвĕ питĕ япăх. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçал вырăс чĕлхипе те малтисен хисепĕ чакнă. Округ шайĕнчи олимпиадăра 40 процент таран та балл пухма пултарайманни мĕн çинчен калать-ха? Ачасен предмет хатĕрленĕвĕн шайĕ пĕчĕк тата тухăçсăр пулни е шкул тапхăрĕнче балсене ятарласа ỹстерни.

Хăш-пĕр шкулсенче, кашни çулхи пекех, олимпиадăра чылай предметпа палăракансем те йышлă. Елчĕк шкулĕнчи Светлана Окружнова (6 предметпа), Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Софья Ловкина (5) — чи пултаруллисем. Пилĕк вĕренекен тăватă предметпа хăйсен ячĕсене пĕлтернĕ.

Кăрлачăн 10-мĕшĕнче олимпиадăсен регионти тапхăрĕ пуçланнă. Унта астрономи предмечĕпе тỹрех икĕ вĕренекен — Татьяна Черновăпа (Çирĕклĕ Шăхаль) Дмитрий Кузнецов (Елчĕк) призерсен йышне кĕме пултарнă.

Муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комиссин секретарĕ Эльвира Молоствова иртнĕ çулхи ĕç-хĕл отчетне турĕ. 2022 çулта 21 (пĕлтĕр — 23) лару ирттернĕ, 54 (66) административлă ĕç пăхса тухнă, вăл шутран çула çитменнисен тĕлĕшпе — 9 (17).

Комисси членĕсем ытти профилактика субъекчĕсен представителĕсемпе пĕрле пĕтĕмпе 245 профилактика рейчĕ ирттернĕ, вĕренỹ организацийĕсенче, уйрăм çемьесенче пулса тĕрлĕ темăпа калаçусем йĕркеленĕ, акцисене хастар хутшăннă. Хальхи вăхăтра КДНра учетра çула çитмен 4 (4) ача, 24 (23) ăнăçсăр çемье тăрать. Çапах та шута илмен йывăр çемьесем ытларах та мар-ши округра? Вĕсен шучĕ чăнлăхпа çыхăнса тăма кирлĕ. Унсăр пуçне ăнăçсăр çемьесенчи ачасен пурнăç условийĕсемпе куллен паллашмалла: мĕн çиеççĕ, мĕнле тăхăнаççĕ, мĕнле канаççĕ…

Канашлура халăха ĕçе вырнаçтаракан центрăн округри пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Екатерина Савинова тухса калаçнинчен асăннă тытăмри лару-тăру та уçăмланчĕ. Иртнĕ çул кунта ĕç пирки 632 çын пынă, вĕсенчен 270-шĕ — 16-29 çулсенчи çамрăксем. Яланлăх ĕçе 106 çынна, вăхăтлăха 459 çынна вырнаçтарнă. Пĕтĕмĕшле ку процесс 89,40 процентпа танлашать.

Çынсене ĕç шыравĕнче пулăшас тĕллевпе профориентаци мероприятийĕсем сахал мар йĕркелеççĕ специалистсем, вĕсенчен ваканси ярмăрккисем кăна 7 пулнă. 22 çынна хушма професси илме вĕренме янă. Предприятисемпе тата организацисемпе çынсене обществăлла ĕçе явăçтарас тĕллевпе 32 килĕшỹ (пĕтĕмпе 130,02 пин тенкĕлĕх) тунă. Кунпа 82 ĕçсĕр çын усă курнă.

Округри сахал мар учрежденире (сывлăх сыхлавĕнче, культурăра, суту-илỹре) ĕçлекенсем питех те кирлĕ паян. Анчах аслă пĕлỹллĕ пулсан та ĕçе вырнаçма мĕн чарса тăрать-ши?

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code