Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пахалăхлă апат — ÿсĕмсен çăлкуçĕ

Пахалăхлă апат — ÿсĕмсен çăлкуçĕ

«Победа» ОООра районта никамран малтан, Акатуй уявĕ хыççăн тепĕр кунхине — июнĕн 11-мĕшĕнче чăннипех ăнса çитĕннĕ нумай çул ÿсекен курăксене сенаж валли çулма тухнă.

Çĕнĕ ĕмĕрти хăватлă техникăсемпе тухăçлă усă куракан ял хуçалăх предприятийĕнче кушăхтарма хывнă паккуссенчи 300 гектар йышăнакан лаптăкри пĕрремĕш хут çулнă курăка траншейăсене пухса кĕртесси ĕнерхи кун тĕлне нумай та тăрса юлманччĕ ĕнтĕ. Механизаторсем шăматкун ĕçе вĕçлеме шантарса каларĕç.

Сенаж тăвас ĕçре чарăнмасăр — конвейер линийĕ çинчи пек мĕн чухлĕ техника ĕçленине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Уй-хире автопаркри пĕтĕм ял хуçалăх машинине куçарса тухнă тейĕн. Пуçласа кунта пулса куракан çын çапла калатех. Çулнă курăка пĕр харăсах ДОН-680 йышши 2 комбайнпа вĕтетеççĕ. Çак ĕçе Николай Логиновпа Олег Елисеев пурнăçлаççĕ. Сергей Елисеев, Владислав Айметов, Владимир Козлов, Александр Кошельков, Николай Герасимов механизаторсем вара хăватлă тракторсем çумне çаклатнă пысăк прицепсемпе /вĕсем те — 5 единица, çав шутран 2-шĕ ПС-60 йышши/ пĕрин хыççăн тепри комбайнсен умне çитсе те лараççĕ, хатĕр сенажа çийĕнчех ферма çывăхĕнчи траншейăна илсе çитереççĕ. Анатолий Сорокинăн яваплăхĕ те пысăк, ăна траншейăна хывнă сенажа пусăрăнтарма шаннă.

Ĕçе епле тухăçлă тата пахалăхлă йĕркелеме пултарнипе «Победăран» тĕслĕх илмелли пурах. Пĕр ĕç сменинче траншейăна 1000 тонна сенаж хывса хăварма ĕлкĕрни чăн-чăн çитĕнÿ мар-и; Унсăр пуçне, шутлă кунра тума ĕлкĕрнĕ выльăх апачĕн пахалăхĕ те чи лайăххи пуласси каламасăрах паллă. Ÿсĕмсен çăлкуçĕ те — пахалăхлă апатра. Ахальтен мар «Победа» ООО выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсемпе кашни çул чи малти вырăнта. Сăмах май, ял хуçалăх предприятийĕнче выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма кашни çул ытлăн-çитлĕн апат никĕсĕ хывса хăвараççĕ. Николай Головин директор иртнĕ çул хатĕрленĕ сенажăн пĕр траншейине ? 3000 тонна/ ĕне выльăха çитерсе пĕтерейменнине пĕлтерчĕ. Апла пулин те уншăн пăшăрханмалли çук, лайăх упраннă пахалăхлă апат выльăх çăварĕнче ытлашши пулас çуках.

…Ял хуçалăх предприятийĕнче пĕр вăхăтрах фермăри витесене те хĕле хатĕрлеççĕ. Унти ĕне выльăха территорири ятарлă çуллахи лагере кăларнипе усă курса малтан вĕсене çуса тасатнă, дезинфекци тунă. Хальхи вăхăтра вырăнти ятарлă ушкăн витесене шал енчен те, тулаш енчен та шуратас ĕçре тăрăшать.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code