Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Икĕ чĕлхепе пичетленчĕ

Икĕ чĕлхепе пичетленчĕ

Трубина Мархви чăваш çыравçине вулакансем аван пĕлеççĕ. Вăл ачасем валли чылай юмах, калав, повесть, пьеса çырнă. Паллăрах кĕнекисем: «Чăваш юмахĕсем», «Хĕллехи кунсем», «Асăнмалăх, савăнмалăх», «Ача чухнехи» тата ыттисем те. Чылайăшне вырăсла та куçарнă.

Унăн паллă «Шĕшкĕ» юмахне те аслăрах çулсенчи вулакансем астăваççех пулĕ. Çыравçă шĕшкĕ йывăççин хурланăвĕ çинчен илемлĕ те чуна пырса тивмелле каласа панă. Пирвайхи хут юмах 1958 çулта пичетленнĕ.

«Кĕркунне Шĕшкĕ тĕммине мăйăр татакан ачасем пĕтĕмпех хуçса, ватса пĕтернĕ. Мăнтарăн Шĕшкийĕ!» — çапларах пуçланать юмах. Петр Николаевич ÿнерçĕ йывăçа асра юлмалла сăнарланă.

«Шĕшкĕ тус, мĕн усси сан мăйăр ÿстерни; Пăх-ха ĕнтĕ хăв çине… Мăйăр туса ÿстерни вăл шăм-шаккуна ватни анчах, сана хăвна ним усси те çук», — тесе вĕрентет ăна Ăвăс. Çак сăмахсене илтсен Шĕшкĕ шухăша каять. Чăнах, кирлех-ши ăна пархатарсăр çын ачисемшĕн çапла нушаланма; Тарăн шухăшлă юмах хăйне евĕр вĕçленет.

Чăвашла юмахĕ вĕçленет те, кĕнеки малалла пырать, анчах ăна вулас тесен кутăнла çавăрмалла, мĕншĕн тесен Марфа Трубинан çĕнĕ кĕнеки кутăн-пуçăн çавăрмаллискер иккен. Тепĕр енне çавăрсан вулакансем юмаха вырăсла вулама пултарĕç. Вырăсла Зоя Романова куçарнă: «Осенью ребята кинулись в лес за созревшими орехами и так покалечили Орешину, что на нее было больно смотреть», — çапларах пуçланать юмах.

Чăвашла тата вырăсла «Шĕшкĕ» юмах пĕрремĕш хут пичетленчĕ. Ăна Трубина Мархви çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă.

Ольга ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code