Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Иртыш» батарейи — чи лайăххисенчен пĕри

«Иртыш» батарейи — чи лайăххисенчен пĕри

Нарăс уйăхĕн варринче Раççей çарĕсем Донбасри Авдеевка хулине илнине ятарлă çар операцийĕн зонинчи пысăк çитĕнỹ тесе хаклаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ операцие ăнăçлă пурнăçланă ятпа çар çыннисене Владимир Путин Президент та тав туса саламларĕ. Палăртма кăмăллă: çак çĕнтерĕве туптанă паттăрсен хушшинче пирĕн ентешсем те пур.

Вĕсенчен пĕри — Аслă Елчĕк ялĕн каччи Антон Долгов. Ятарлă çар операцийĕнче кĕске вăхăтра темиçе медале тивĕçме ĕлкĕрнĕ офицер-артиллерист, гаубица артиллери батарейин командирĕ, хăйĕн ĕçĕн чăн профессионалĕ. Тата — питĕ ырă, яваплăха туякан, сăпайлă çамрăк çын. Авдеевкăри çитĕнỹ уншăн çуралнă кун ячĕпе пулнă теме те юрать — ентешĕмĕр нарăсăн 21-мĕшĕнче 25 çул тултарчĕ. Менелник парни пек… Чăн та, çав «парнене» тăшман тăкакан тăхлан айĕнчи çапăçусенче çĕнсе илме тивнĕ.

Авдеевка Донецкран çурçĕререх 13 километрта вырнаçнă. 2020 çулччен вăл область пĕлтерĕшлĕ хула пулнă. 2001 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх унта 37,2 пин çын пурăннă — пирĕн Улатăртинчен кăшт кăна нумайрах. Пирĕн çарсем çав хулана илни пысăк пĕлтерĕшлĕ тени вара пĕртте ăнсăртран мар. Кун пирки питĕ кăткăс наступлени операцийĕ теççĕ. Ăна йĕркелени çинчен Оборона министерстви хулана националистсенчен тасатса пĕтеричченех, унти тăшмана пĕтĕмпех тĕп тăвиччен, нимĕн те шарламан. Авдеевкăна Украинăн хĕç-пăшаллă вăйĕсем хăватлă оборона узелне çавăрнă — ăна темиçе çул çирĕплетнĕ, 10 çул вара «пырса кĕрейми крепость» шутланнă.

Националистсем шăпах унтан Донецк, Мокеевка, Ясиноватая, ытти ял-хула, мирлĕ çынсем, объектсем çине вĕçĕмсĕр персе тăнă. Хулана пирĕн çарсем илни фронт линине инçерех куçарма, мирлĕ халăх хăрушсăрлăхне тивĕçтерме май панă. Йывăр çапăçусем пулнине çакă та çирĕплетет: операцин юлашки талăкĕнче кăна унта ВСУ 1,5 пин ытла боевика çухатнă. Нумайăшĕ тыткăна лекнĕ. Украина çарĕн таткаланчăк уйрăм формированийĕсем çеç Авдеевкăран тарма пултарнă: хĕç-пăшалне, çар техникине пăрахса хăварса… Раççей çарĕ хăйĕн умне лартнă тĕллеве малтан палăртнинчен те хăвăртрах пурнăçланă — пирĕн салтаксемпе офицерсем ăнăçлă çапăçма пултарнине, хăйсен паттăрлăхĕпе харсăрлăхне тепĕр хутчен çирĕплетнĕ.

Çамрăк пулин те Антон Долгов Авдеевкăчченех çапăçусенче пиçĕхме ĕлкĕрнĕ. 2022 çулта вăл, 23 çулти лейтенант, Кременная, Сватово, Работино таврашĕнчи çапăçусен вăхăтĕнче батарея командирĕ пулса тăнă. Çăмăл пулман тени — нимĕн те каламанниех. Штатниксем, хăйсене «профи» вырăнне хуракан контрактниксем, вăрçă ĕçне çак самантра вĕренекен, çар ретне хăйсен ирĕкĕпе тăнă çынсем… Пĕр сăмахпа — «солянка». Тата — мобилизациленĕ салтаксем. Вĕсем виçĕ уйăх вĕреннĕ те — çĕнĕ йыша малти позицие, «Иртыш» лейтенант патне, ăсатнă.

«Питĕ йывăрччĕ, çамрăк командира вара, паллах, пушшех çăмăл пулман. Хамăрăн чăваш комбатпа пĕрле çакăнта пĕтетпĕр иккен текен шухăш вĕçсе иртни те пулнă», — пытармасть Антон Долговпа малтанхи кунсенчен тытăнса юнашар çапăçакан юлташĕ Антон Денчик. Анчах самантлăх çав шухăшсене кăмăла пусарма паман. Тепĕр юлташĕ, Вано, çирĕплетет: «Пирĕн батарея çухатăвĕсем Кременная, Сватово патĕнчи çапăçусене, Работинăна илме йĕркеленĕ çĕрлехи маршсене хутшăннă артиллери подразделенийĕсен хушшинче чи пĕчĕккисем пулчĕç…» Çакăнта вăл чи малтан «хамăрăн комбат пире ăнăçлă тата пĕлсе ертсе пынин кăтартăвне» курать. Сăмах май, чăвашсем унта хисепре: «Тепĕр комбат та пурччĕ — Александр Исаевич, Шупашкартан. Ăна пысăк должность пачĕç те — пирĕн патран куçрĕ».

Долгов батарейи Авдеевкăшăн пынă операцие хутшăнни пирки те çавнах каламалла: подразделени çухатусем тỹсменни командир хăйĕн салтакĕсене упранине çирĕплетет. Вĕсен сăмахĕнче, паллах, суя çук. «Командир ĕçĕ куçкĕрет: икĕ çулта эпир бригадăри чи лайăх батарейăсенчен пĕри пулса тăтăмăр. Вăл пĕтĕмпех тата пурне те лайăх еннелле улăштарма пултарчĕ. Çĕнĕ çул умĕн капитан званине илчĕ. Паян вăл 25 çулта, куллен пирĕнпе юнашар позицире».

Çавна май хăйсемшĕн тăрăшаканскере салтаксем ырă тăвас тенине те ăнланмалла: «Бригадăри батарейăсенчен пирĕн командирăн кăна хăйĕн автомобилĕ çук. Пурте пĕрле ăна квадроцикл парнелес шухăш пур…» Салтаксен шучĕпе, çак шухăша тỹрре кăлармашкăн вĕсен командирĕн тăван республики, Чăваш Енри предприятисем хутшăнни те вырăнлă пулĕччĕ.

Антон Долгов капитан подразделенийĕ Президент çар çыннисене Авдеевкăна илнĕ ятпа тав тунинче чи малтан вĕсен 30-мĕш уйрăм бригадине асăннипе тивĕçлипе мăнаçланать. Иккĕленмеççĕ: «Эпир çĕнтеретпĕрех!»

Паттăр пулса çуралмаççĕ теççĕ. Ентешĕмĕр, унпа юнашар çапăçакан салтаксем хăйсен паттăрлăхне çĕршыв хуралĕнче туптаса çирĕплетеççĕ. Çĕре çити тайма пуç вĕсене. Антон Долгова вара каярах юлса та пулин çуралнă кунĕ ячĕпе саламлатпăр тата, паллах, ятарлă çар операцине хăвăртрах çĕнтерỹпе вĕçлесе Елчĕк тăрăхне çывăх çыннисем, тăванĕсем патне чĕрĕ-сывă таврăнма сунатпăр.

Андрей МОРДВИЧЕВА, генерал-полковника

Пирĕн çарсен «Центр» группировки наступление аталантарса Донецк халăх республикинчи Авдеевка хулине пĕтĕмпех илнĕ.

Авдеевкăшăн пынă çапăçусенче çак çар пĕрлешĕвĕсемпе чаçĕсем палăрнă: 2-мĕш армин мотострелоксен 30-мĕш уйрăм бригади; 41-мĕш армин мотострелоксен 35-мĕш уйрăм бригади; мотострелоксен 55-мĕш (сăрт-ту) уйрăм бригади, мотострелоксен 74-мĕш уйрăм бригади; 1-мĕш арми корпусĕн мотострелоксен 1-мĕш уйрăм бригади, мотострелоксен 9-мĕш бригади, мотострелоксен 114-мĕш уйрăм бригади, мотострелоксен 1454-мĕш полкĕ, 10-мĕш танк полкĕ, 90-мĕш танк дивизийĕн 6-мĕш, 80-мĕш, 239-мĕш танк полкĕсем.

Эсир ертсе пынипе Авдеевкăшăн пынă çапăçусене хутшăннă, харсăрлăхпа палăрнă çарсене тав тăватăп. Ятарлă çар операцийĕн тĕллевĕсене пурнăçланă май пуç хунă паттăрсене ĕмĕр-ĕмĕр мухтав!

РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Аслă главнокомандующийĕ
Владимир Путин.

Николай КОНОВАЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code