Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ

«Кимĕ»

8 çĕр улми, 200 грамм ветчина, 150 грамм хытă сыр, 1 стакан хăйма, çур сухан, петрушка, тăвар, вĕтетнĕ хура пăрăç илмелле.

Çĕр улмине лайăх çуса хуппипе пĕçермелле, сивĕннĕ хыççăн тасатмалла. Унтан кашнине варринчен касмалла, ăшне кăлармалла. Ветчинана вĕтĕ турамалла, сыра шултра теркăпа хырмалла, ешĕл пахча çимĕçе вĕтĕ турамалла, вĕсене çĕр улмипе пăтратмалла. Унта хăйма, тăвар, пăрăç ямалла. Варринчен каснă кашни çĕр улми çине çак хутăша хумалла. «Кимĕсене» 220-250 градус таран хĕртнĕ духовкăна çур сехетлĕхе лартмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code