Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тутлă апат вăй-хал хушать

Тутлă апат вăй-хал хушать

«Яманчурино» ОООри столовăйне пырса кĕрсен тÿрех тутлă шăршă сăмсана кăтăклама тытăнать.

Кунта тăрăшакан поварсем — Татьяна Васильева тата Полина Комиссарова /сăн ÿкерчĕкре/ иртен пуçласа каçчен тутлă апат хатĕрлеççĕ. Татьяна Николаевна вăтăр пилĕк çул ĕнтĕ ял хуçалăх предприятийĕнче, çав шутран сакăр çул столовăйĕнче тăрăшать. Вĕсен ларса канма пĕр пушă вăхăт çук. Уйра вăй хуракансем пекех çуркуннерен пуçласа мĕн хура кĕркуннечченех ĕçлеççĕ. Хирте тăрăшакансене ялан тутлă та техĕмлĕ апат вырăна тухса çитереççĕ, çывăхри вăрманти усăллă курăксенчен сим пылпа чей вĕретсе параççĕ.

Поварсен тутлă апачĕ çеç мар, ырă кăмăлĕ, çепĕç калаçăвĕ, сăпайлăхĕ те механизаторсене ĕçлеме вăй тата хавхалану парса тăрать.

«Чи кирли — ĕçе юратса тумалла, вара вăл чун киленĕçĕ пулса тăрать», — тесе шутлаççĕ Татьяна Васильевăпа Полина Комиссарова.

Т.ИШМУРАТОВА, ЧПУ студентки.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code