Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял çыннин тĕллевĕ — тыр-пула çухатусăр алла илесси

Ял çыннин тĕллевĕ — тыр-пула çухатусăр алла илесси

Яваплă вăхăт — вырма çывхарать. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем тыр-пула пухса кĕртме епле хатĕрленни çинчен район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçинчен Петр Тремасовран каласа кăтартма ыйтрăмăр. Май пулнипе усă курса ял хуçалăх отраслĕнчи ытти ыйтусене те сÿтсе яврăмăр.

— Пытармалли çук, уй-хирти ĕçсене пурнăçланă чухне тĕрлĕрен йывăрлăхсемпе тĕл пулатпăр. Çанталăк условийĕ кăларса тăратнă лару-тăрăва пула кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, вырмана каярах юлса тухасси паллă. Çакăн пирки, Петр Иванович, мĕн каланă пулăттăр?

— Апла пулин те лайăххине анчах ĕмĕтленетпĕр. Чи кирли — ĕçе тухăçлă, кал-кал йĕркелесси тесе шутлатпăр. Уй-хирте вăй хуракансем хăйсем те лайăх ăнланаççĕ, çакна шута илсе вĕсем кашни çул чи йывăр условисенче ĕçлеме хатĕрленеççĕ. Урăхла пулма та пултараймĕ, мĕншĕн тесен кирек епле çанталăк ан пултăр, эпир çакăн чухлĕ пуянлăха çухатма пултараймастпăр — пирĕн районти чухлĕ тĕш тырă лаптăкĕ — 22000 гектара яхăн — республикипе те урăх çук.

Çу уйăхĕнче çанталăк сивĕрех пулни вара пысăк тухăç алла илессе шантарнă пекех туйăнать. Мĕншĕн тесен шăрăх вăхăтрипе танлаштарсан, ку чухне тĕрлĕ хурт-кăпшанка иртĕхсе алхасма май пулмарĕ, çавна май вĕсем ÿсен-тăран культурисене шăтса тухнă хыççăн ытлашшиех сиенлеме пултараймарĕç. Çумăрĕ вара шăпах вăхăтлă — тыр-пул пуç сăхнă вăхăтра çуса пачĕ. Хальхи вăхăтра ăшă та çителĕклĕ.

— Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствипе район администрацийĕ хушшинче çирĕплетнĕ килĕшÿ-план — ÿсен-тăран культурисене палăртнă чухлĕ лаптăкра акса-лартса хăварма тĕллев илни, тĕш тырă, ытти ял хуçалăх продукцийĕсене те кирлĕ таран туса илме йышăнни кашни çул туллин пурнăçланать.

— Тыр-пул туса илессипе иртнĕ çул район чăннипех пысăк çĕнтерÿ турĕ тесе калассăм килет. Çанталăк условийĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсен умĕнче çухалса каймасăр уй-хир ĕçченĕсен ырми-канми тăрăшулăхĕпе теветкеллĕхне кура тĕш тырă культурисене республикăри пур районран та ытларах пухса кĕртме пултартăмăр. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем кăçал та хăйсен умне пысăк тĕллевсем илнĕ: 52000 тонна яхăн тĕш тырă, 14000 тонна яхăн çĕр улми, 1200 тонна пахча çимĕç пухса кĕртмелле. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем те палăртнă шайран кая мар пулмалла — пурĕ 2700 тонна аш-какай, 20180 тонна сĕт туса илмелле.

Май пулнипе усă курса хальхи вăхăтра район территорийĕнче ял хуçалăх тĕллевлĕ, пусă çаврăнăшĕнчи çĕр лаптăкĕ 39300 гектар шутланнине палăртатăп. Çав шутран 28670 гектарĕ — ял хуçалăх организацийĕсен, 10642 гектарĕ — хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен.

— Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем ытларах çăкăрлă пулас тĕллеве тĕпе хурса акăнакан лаптăксене анлăлатсах пыраççĕ. Ку енĕпе хăшĕсене палăртса каланă пулăттăр?

— Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсене кăçал чи нумаййи «Прогресс» АХОра — 300 гектар ÿстернĕ. «Комбайн» ЯХПКпа «Яманчурино» ОООра, Валерий Смирнов, Александр Бикулов, Анатолий Петров, Борис Головин хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем те акăнакан лаптăксене анлăлатсах пыраççĕ.

Юлашки çулсенче тĕш тыррăн сутлăх хакĕ тивĕçтерменнине те пытараймăн. Апла пулин те ял хуçалăх организацийĕсем çак йывăрлăха вăхăтлăх тесе шутлаççĕ — пĕрре суйласа илнĕ çул-йĕре çирĕп тытса пыраççĕ. Лару-тăруран тухмалли майсене те шыраççĕ. Тĕслĕхрен, «Клевер» ООО тата Аслă Елчĕкри Владимир Чернов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче кăçал çĕнĕ сорт урпа — «Дэспина» çитĕнтереççĕ. Сăра пĕçернĕ çĕрте усă куракан çакăн йышши урпана хаклăрах хакпа сутма пулнине ăнланаççĕ вĕсем.

2019 çулхи тыр-пул никĕсне хывса хăварасси çинчен те паянах шухăшлама тытăнмалла. Пусă çаврăнăшне кирлĕ пек йĕркелесе пыма, çĕр пулăхне ÿстерме пулăшакан кĕр тыррисене хальхинче те районĕпе илсен 6500 гектартан кая мар акса хăвармалла. Сăмах май, кăçал кĕрхи культурăсенчен пысăк тухăç алла илес шанчăк пысăк. Мĕншĕн тесен агротехника йĕркине çирĕп пăхăнса акса хăварнăран, вĕсем хĕллехи сивве лайăх чăтса ирттернĕ. Унсăр пуçне, кĕр тыррисене маларах пухса кĕртме тытăннăран, вырма ĕçĕсен хăвăртлăхĕ ÿсмелле, ял хуçалăх техникине тивĕçекен ĕç калăпăшне те нормăпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пыма пулĕ.

— Агроном ĕçĕнчи пысăк ăсталăхпа усă курса, Петр Иванович, вырмана тухас умĕнхи шутлă вăхăтра туса ирттермелли ĕçсем пирки мĕн сĕнсе каланă пулăттăр?

— Паянтан тытăнса районти комиссипе ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем хĕрÿ ĕç çи тапхăрне хутшăнакан техникăна, йĕтем хуçалăхĕсемпе сушилкăсене, тыр-пул упранакан складсене мĕнле хатĕрленине тĕрĕслетпĕр. Июлĕн 11-мĕшĕнче ĕçе пĕтĕмлетсе районти канашлу ирттерме йышăннă.

Хака тивĕçекен тĕш тырă туса илес тесен вырмана пысăк пахалăхпа пурнăçламалла. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çĕнĕ йышши жаткăсемпе усă курса малтан вырса кушăхтармалла. Уйрăммăн çапса тĕшĕленĕ тыррăн пахалăхĕ те яланах лайăх. Иртнĕ çулсенчен тытăнсах çакăн йышши жаткăсемпе усă курса ĕçлекен «Прогресс» АХОн, Ленин ячĕллĕ, «Труд», «Сатурн», «Рассвет», «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕсен, «Победа», «Яманчурино», «Урожай», «АСК-Яльчики, «Энтепе» ОООсен, Валерий Смирнов фермерăн лайăх пахалăхлă, пысăк хака тивĕçекен тыр-пул пухса кĕртме майсем çителĕклĕ тесе шутлатăп. Тĕш тырра тĕрлĕ хурт-кăпшанкă сиенлесрен тата чир-чĕр ересрен асăрханса вĕсене упракан складсене çуса тасатмалла, дезинфекци тумалла. «Комбайн», «Рассвет» ЯХПКсем, «Прогресс» АХО, «Победа», «Яманчурино» ОООсем ку енĕпе ыттисемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулнине те палăртса калатăп.

— Тыр-пул пухса кĕртнипе пĕр вăхăтрах выльăх апачĕ те хатĕрлемелле.

— Нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулас ĕç вĕçленнĕ. Хальлĕхе пĕтĕмпе кирлин 53 проценчĕ чухлĕ сенаж, 45 процент утă хатĕрленĕ. Çапла майпа пĕр условлă выльăх пуçне шутласан 10 центнер чухлĕ апат единици пур. Ыттине пĕр çул ÿсекен, çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулнинчен хатĕрлетпĕр.

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Петр Тремасов /сылтăмри/ Аслă Елчĕкри Владимир Чернов фермерпа пысăк тухăç шантаракан кĕр тыррисен анинче тĕл пулнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code