Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хамăртан нумай килет

Хамăртан нумай килет

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе райадминистрацин пай ертÿçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем черетпе кашни яла çитсе урамсенчи йĕркелĕхе, тирпейлĕхпе тасалăха тĕрĕслеççĕ.

Пысăк ушкăн иртнĕ эрнере Тăрăм ял тăрăхĕнче, пирĕн ялта — Тăрмăшра та пулса курчĕ. Хăш-пĕр туса çитереймен ĕçсем пирки асăрхаттарнă хыççăн нумай шухăшласа тăмасăр тепĕр кунхинех çитменлĕхсене пĕтерессипе ĕçе пикентĕмĕр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов та айккинче тăрса юлмарĕ, çанă тавăрсах пирĕнпе юнашар пикенсе вăй хучĕ. Тĕп урамăн икĕ вĕçĕнче те ĕç вĕресе тăчĕ. Урама, кÿлĕ хĕррисене хĕл каçипе пăрахса тултарнă çÿп-çапа пуçтарса çунтартăмăр. Халĕ ял урамĕпе утса иртме те кăмăллă. Кар тăрса пĕрле ĕçленĕ юлташăмсен — Лидия Андриянова тата Юрий Струнков ячĕсене палăртса калассăм килет. Эпир çакна та ăнланса илтĕмĕр: тирпейлĕ пурăнасси пĕтĕмпех хамăртан килет-çке. Ытти урамсенче пурăнакансем те çапла шухăшласса шанса тăратăп. Апла пулсан, пĕрлехи вăйпа хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртме тухар.

В.СОЛОВЬЕВА,
Тăрмăш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code