Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕреслĕ çул çÿрев

Хĕреслĕ çул çÿрев

Канаш тата Тăвай епископĕ Преосвященнейший Стефан пилленипе районта июлĕн 2-мĕшĕнче Хĕреслĕ çул çÿрев пуçланчĕ. Унăн тĕллевĕ — вырăс çĕршывĕн патшине — иккĕмĕш Николай аттене тата унăн çемйине асаплантарса вĕлернĕренпе 100 çул çитнине палăртса ÿкĕнесси. Çул çÿреве хутшăнакансем республикăн тĕрлĕ вырăнĕсенчен: Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, Каçалпа Патăрьел тата хамăр районти тĕрлĕ ялсенчен пухăннă. Кунта хутшăннисенчен çулпа чи асли — Кармал ялĕнчи 90 çулхи Мария Мясникова.

Çул çÿрев Тĕмерти чиркÿрен пуçланчĕ. Унта ирхине ирех районти чиркÿ настоятелĕсем, çула тухас текенсем пуçтарăнчĕç. Петр протоиерей молебен ирттерчĕ. Хĕрессемпе, хоругвисемпе таса сăнсене йăтнă ушкăн Хăвăл-çырма чиркĕвне çул тытрĕ. Пухăннă ял-йыш ушкăнпа пĕрлешсе молебена хутшăнчĕ. Çул çÿревçĕсем Кармал — Элпуç часавайĕ, Курнавăшри чиркÿ умĕнче, Турханти часавайра, Аслă Пăла Тимешри хăватлă ĕçсем тăвакан таса Микулай атте ячĕпе çĕкленнĕ чиркÿре, Кушкă, Арланкасси ялĕсене кĕрсе тухса Энтепе чиркĕвĕнче тата Шăмалака çитсе молебенсем турĕç. Яманчÿрелтен Лаш Таяпана, унтан Кавал, Эйпеç, Элекçей Тимеш, Патреккел, Аслă Елчĕк ялĕсене те çитрĕç. Елчĕкре молебен ирттернĕ хыççăн çĕр каçма чарăнчĕç.

Ирхине Тÿскел, унтан Таяпа Энтри, Аслă Таяпа тата Кĕçĕн Таяпа ялĕсенче те молебен ирттерчĕç. Хĕреслĕ çул çÿрев каялла Тĕмер чиркĕвнех çаврăнса çитрĕ. Çÿреве хутшăннă ĕненекенсем, районти настоятельсем çылăхран ÿкĕнсе, чунпа тасалма Туррăн юнĕпе ÿтне ăша илме çакăнта тивĕçлĕ пулчĕç.

З.ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимешри ĕç ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code