2008 çултан пуçласа Чăваш Енре пĕтĕм Раççейри «Мана пурнăç парнеле» акци иртет. Ăна социаллă культура пуçарулăхĕн фончĕ йĕркелет. Кăçал вăл июль уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен пырать.
Оперативлă кăтартусем тăрăх кăçал республикăра 6700 ача çуралнă. Юлашки çулсенче аборт тăвасси палăрмалла чакнă пулсан та хăрушă утăм тăвакансем çук мар-ха. Çак акци çынсене аборт сиенĕ çинчен шутлама, пĕлме, хырăм пăрахассин шутне чакарма чĕнет те.
Хальхи вăхăтра çĕршывра хырăм пăрахакансен шучĕ чакать пулсан та кашни çулах 1,6-1,7 миллион аборт тăвăнать. Ученăйсемпе генетиксем çирĕплетнĕ тăрăх, ачан пурнăçĕ хĕрарăмпа арçыннăн клеткисем пĕрлешнĕ хыççăн пуçланать. 18 кун иртсен пулас ачан чĕри тапма, пуç мими тата çурăм шăмминчи нерв системи аталанма пуçлаççĕ. 21 кунтан ачан юн тытăмĕ ĕçлеме тытăнать, пулас ачан юнĕ амăшĕн юнĕпе хутшăнать. 4 эрне иртсен унăн çурăм шăмми, аллисем, урисем, куçĕсем, хăлхисем аталанаççĕ. 5 эрнере ачан куçĕ хуралать. 6 эрнере пуç мими ĕçлеме пуçлать. Ачан тăршшĕ — 4,5 см. 8 эрнере пÿрнисене ĕмме пултарать. 10-11 эрнере куçне уçать, хупать, чĕлхине вылятать, çамкине пĕркелентерет. 12 эрнере çутта туять, сасса илтет, çывăрать, вăранать, хусканусем туса хăйĕн мышцисене çирĕплетет, пуçне пăркалать, ура, алă пÿрнисене хускатать.
Çемьере ачана кĕтеççĕ пулсан пулас амăшне упраççĕ. Сывă пепке çуралтăр тесе хĕрарăма мĕнпур услови те туса пама тăрăшаççĕ. Анчах та ачана кĕтмеççĕ пулсан — унăн шăпи паллă, ăна пăрахаççĕ. Тин аталанма пуçланă ача мĕнле айăпа кĕчĕ-ши? Мĕншĕн вĕлереççĕ ăна? Мĕншĕн хăйĕн варĕнче тĕвĕленнĕ пепке амăшĕшĕн тăшман пулчĕ?
Аборт — медицинăри пациентăн сывлăхне хавшатакан пĕртен-пĕр операци. Аборт тунă хыççăн чирсем пуçланас, юн каяс хăрушлăх та сиксе тухма, чылай чухне текех хырăм юлмасса та пултарать.
Ача пăрахнă хĕрарăмсен кайранхи пепкисем чирлĕ çуралас хăрушлăх та пысăк. Хĕрарăмăн психики те улшăнма пултарать. Мăшăрсем хушшинчи хутшăнусем çивĕчленеççĕ, вĕсем час-часах хирĕçеççĕ, пĕр-пĕринчен сивĕннĕрен курайми пулса çитеççĕ, чылай чухне уйрăлса каяççĕ. Çапла вара çемье арканать.
Америка врачĕ Бернард Натансон «Сассăр кăшкăру» кинокартина ÿкернĕ. Вăл ультрасасă аппарачĕпе аборт тунă вăхăтра ача хăйне мĕнле тыткаланине кăтартса панă. Ачан чĕри хăвăрт тапма пуçлать. Вăл хăйне вилĕм кĕтнине туять. Инструментран аяккалла тарать, хăвăрт хускалма пуçлать. Ача çăварне уçать, сассăр кăшкăрать. Шел, пире унăн сасси илтĕнмест. Ача кĕлеткине инструмент пайăн-пайăн вакласа кăларать…
Пулас пепке хăйне-хăй сыхлаймасть. Унăн шăпи — çитĕннĕ çынсен аллинче. Апла пулсан, Турă панă парнене аборт туса вĕлерер мар, ăна пурнăç парнелер.
Акци вăхăтĕнче районти тĕп больницăри хĕрарăмсен консультацийĕнче уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. «Шăплăх эрнинче» аборт сиенĕ пирки чылай калаçăпăр. Çамрăк ашшĕ-амăшне хамăр патăмăра йыхравлатпăр, вĕсене тĕрлĕ сĕнÿ-канаш паратпăр.
Н.АВЕРЬЯНОВА,
акушер-гинеколог.