Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп вырăнта – профилактика

Тĕп вырăнта – профилактика

Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полици уйрăмĕн акт залĕнче оперативлă службăн кăçалхи çур çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.

Канашлăва Чăваш Республикин ШĔМĕн наркотиксен çавăрăнăшне контрольлекен управленин начальникĕ, полици полковникĕ Д.Шакуров ертсе пычĕ.

Чи малтанах «Комсомольский» уйрăмĕн полици пайĕн начальникĕ Р.Зайнуллин тухса калаçрĕ. Отчетлă тапхăрта шута илнĕ преступленисен йышĕ чакнă. Ку вăл ытларах ют çынсен пурлăхне çаратасси тата вăрласси чакнипе çыхăннă. Пирĕн районта 40 преступление регистрациленĕ, ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пĕчĕкрех. Çапах та Кĕçĕн Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче преступлени тăвасси ÿссех пыни пăшăрхантарать.

Калас пулать, саккуна пăсакансен йышĕнче ытларах ниçта та ĕçлеменнисем, маларах та судпа айăпланнисем, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсем. Полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем профилактика ĕçне вăйлатнăран, ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçленĕрен ÿсĕрле йĕркене пăсакансен йышне чакарма май килнĕ. Унччентерех тунă преступленисене тупса палăртас ĕçе те ятарлă контроле илнĕрен 10 преступление уçса пама май килнĕ.

Йĕркене пăснине вăхăтра асăрхаттарас тĕлĕшпе административлă правăна пăсакансене вăхăтра тупса палăртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ултă уйăхра уйрăм сотрудникĕсем административлă йĕркене пăхăнманнине 2787 тĕслĕх тупса палăртнă, 3298450 тенкĕлĕх штраф тÿлеттернĕ, 2303 пин тенкĕ шыраса илнĕ.

Комплекслă ĕçленине пула çул çитмен ачасем преступлени тăвасси ырă енне улшăннă. Пирĕн районта ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачине воспитани парасси çине алă сулнă 1 тĕслĕхе тупса палăртнă.

Çак тапхăрта çул-йĕр çинчи инкексем чакни савăнтарать. Çапах та руль умне ÿсĕрле ларнă 49 водителе тытса чарни тимлĕхе самантлăха та çухатмалла маррине асăрхаттарать.

Обществăлла вырăнти лару-тăрăва тивĕçлĕ шайра тытса тăрас енĕпе икĕ районта 46, вăл шутран Елчĕкре — 23 видеокамера ĕçлет. Аппаратпа программа комплексĕ тăрăх йĕркене пăсакан 26 çынна пăхса тухса административлă явап тыттарнă. Çапах та обществăлла вырăнта преступлени тăвасси ÿссе пыни тарăн шухăша ярать.

Канашлура Комсомольски, Елчĕк район прокурорĕсем Владимир Николаевпа Василий Николаев тухса калаçрĕç, çитменлĕхсене палăртса вĕсене пĕтермеллине палăртрĕç.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code