Воскресенье, Ноябрь 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй кунне хутшăннă

Уй кунне хутшăннă

Утă уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче Çĕрпÿ районĕнчи Чăваш ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕн никĕсĕ çинче иртнĕ Уй кунне хутшăннă Елчĕк районĕн делегацине район администрацийн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ертсе пынă.

Малтанах Михайловка ялĕнчи культура çуртĕнче выльăх апачĕ хывассипе тата вырма ĕçĕсене хатĕрленес ыйтусемпе канашлу иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă, патшалăх пулăшăвĕсем çинчен каласа кăтартнă.

«Уй кунĕ — 2018» уява Раççей регионĕсенчен тата хамăр республикăран 40 ытла организаци хутшăннă. 23 поставщик-организаци энерги ресурсне перекетлекен хăватлă йышши техникăсем тăратнă. Унсăр пуçне, куравра тĕрлĕрен удобрени, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсен тĕсĕсене кăтартнă.

Михаил Игнатьев сумлă уява уçнă май уй кунĕ ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме, çĕнĕ техникăпа паллашма тата вĕсене туянма килĕшÿсем тумалли чи меллĕ вырăн пулнине палăртса каланă.

Унта хутшăннисем çавăн пекех пысăк лаптăкра ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă çĕнĕ йышши 100 единица ытла техникăпа, институтăн сăнав лаптăкĕсемпе паллашнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code