Суббота, Сентябрь 26, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни çын яваплăха туйни кирлĕ

Кашни çын яваплăха туйни кирлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕнчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă, тĕллевсене палăртнă.

Малтанах Роспотребнадзор управленийĕн территори уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрянкина районти эпидемиологи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Кăçалхи ултă уйăхра çынсем хушшинче инфекциллĕ тата паразитлă чир-чĕрпе чирленисен шучĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 34,8 процент пысăкрах пулнă. Çак йышран ачасен «тÿпи» — 54 процент. Çĕртме уйăхĕнче кăна 40 тĕслĕх тупса палăртнă. Асăннă чирсенчен вирус инфекцийĕ, грипп, пневмони уйрăмах çивĕч-лĕхре. Çуллахи тапхăрта ăш-чик, пыршă инфекцийĕпе çыхăннă чирсемпе аптăракансен йышĕ ÿсни палăрать. Кашниех — ĕçре-и, кил-çуртра-и, çул çÿревре-и — профилактикăн ансат мелĕсене пурнăçламалла: пахча çимĕçе çуса çимелле, вĕретнĕ шыв çеç ĕçмелле, апат-çимĕçе пăсăласран лайăх упрамалла, гигиенăна пăхăнмалла…

Кайăк-кĕшĕк грипĕ тупса палăртнăран районта эпизоотологи тата эпидемиологи тĕпчевĕсем, профилактика ĕçĕсем ирттерни çинчен хаçатăн маларахри номерĕнче тĕплĕн паллаштарнăччĕ. Асăннă ыйту тавра районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕн начальникĕ Ирина Николаева тухса калаçрĕ. Хальхи вăхăтра кайăк-кĕшĕк грипне малалла аталанма парас мар тĕллевпе «Елчĕк пасарĕ» сахал яваплă обществăра вăхăтлăха чăх-чĕп, хур-кăвакал сутма чарнă. Ăна кÿрсе килме те тăхтамалла. Ветеринари службин ĕçченĕсем канмалли кунсене пăхмасăр районти ялсенче пулса халăхпа ăнлантару ĕçĕ йĕркеленĕ, кайăк-кĕшĕке шута илнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ветеринарсен çивĕч лару-тăру тапхăрĕнчи ĕçĕпе кăмăллă пулнине, малашне те оперативлăхпа тимлĕхе мала хумаллине палăртрĕ. Çакна та каласа хăвармалла: карантин 21 талăка тăсăлать. Кил хуçин тĕрлĕ кайăк-кĕшĕке уйрăм пÿлĕмре тытмалла, унта кĕмешкĕн пăчкă кĕрпи тултарнă ятарлă савăт пулмалла, ăна «Белизна» препаратпа сирпĕтсех тăмалла — атă-пушмака вирус ан çаклантăр. Е дезомат вырнаçтармалла. Хальлĕхе хур-кăвакалсене пĕве-кÿлĕ таврашне яма та юрамасть.

Кашни çын яваплăха туйса тивĕçлĕ мерăсем йышăнсан çеç чир-чĕре пĕтерме пулать.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Çанталăк тивлетне кура районти хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. Паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе 6278 тонна е 60 процент утă хатĕрленĕ. Кунта «Труд» /78 процент/ тата «Комбайн» /68 процент/ производство кооперативĕсен тÿпи пысăк. Районĕпе 27575 тонна /87 процент/ сенаж хывнă пулсан, «Сатурн», «Урожай», «Рассвет», «Комбайн», «Яманчурино» хуçалăхсенче кăтарту 121-115 процентпа танлашать. Кашни условнăй выльăх пуçне 14,4 килограмм апат единици тивет. 2850 гектар /43 процент/ çинче кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрленĕ.

Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ытти тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕ, çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме хушса хăварчĕ.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code