Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чир-чĕре пĕрлехи вăйпа тĕп тăвар

Чир-чĕре пĕрлехи вăйпа тĕп тăвар

Лару-тăру çивĕчлĕхне кура — кайăк-кĕшĕк грипĕ малалла та сарăлма пултарасран асăрханса Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев июлĕн 16-мĕшĕнче /№ 285 — рг/ чир тупса палăртнă Елчĕк ялĕнчи Советская тата çывăхри урамсенче ăна сарăлма чармалли мероприяти — 21 куна карантин зонине çирĕплетесси пирки Хушу кăларнă.

Иртнĕ шăматкун — июлĕн 14-мĕшĕнче çак ыйтупа районта Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçи — Чăваш Республикинчи патшалăхăн тĕп ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов та пулнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулсан лару-тăрăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ çирĕп тĕрĕслесе тăни, яваплă çак ĕçе мĕн пур службăна явăçтармалли пирки чарăнса тăнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин кайăк-кĕшĕк грипне сарăлма чарса лартас тĕллевпе çийĕнчех кирлĕ мерăсене йышăннине, вирус тупнă Советская урамра эпизооти лару-тăрăвне чарса лартас тĕлĕшпе кирлĕ ĕçсене пурнăçланине, карантин çирĕплетнине, килĕрен çÿресе халăха каласа ăнлантарнине палăртса каланă. Районти ветеринари станцийĕн ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлаççĕ, хальхи вăхăтра вĕсем районти пур яла çитсе хушма хуçалăхсенчи чăх-чĕпе, хур-кăвакала шута илнĕ, кашни çынпа уйрăммăн калаçаççĕ. Бройлер чĕпписемпе тата тимлĕрех пулма кирлине ыйтса калаççĕ. Мĕншĕн тесен усал чире малтан бройлер чĕпписенче тупса палăртнă.

Елчĕк пасарĕнче иртнĕ эрнерен тытăнсах кайăк-кĕшĕк сутма вуçех чарнă. Апла пулин те хăш-пĕр предпринимательсем маларах пысăк ушкăнпа кÿрсе килнĕ чăх-чĕпе, хур-кăвакала ялсене сутма тухма, çынсен кăмăлне тивĕçтерес тесе йÿнĕрех хакпа сĕнме те пултараççĕ. Карантин тапхăрĕнче вĕсене туянма юрамастех, çакăн пирки самантлăха та манса каяс марччĕ. Енчен те ялсенче тĕрлĕрен кайăк-кĕшĕк сутакансене тĕл пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр районти полици уйрăмне, килте чăх-чĕп вилме пуçларĕ пулсан ветеринари службине пĕлтермелле. Ял тăрăхĕсенчи специалистсем пуриншĕн те яваплă, вĕсен вырăнти лару-тăрăва витĕр курса, пĕлсе тăмалла. Хăрушă чире пĕрлехи вăйпа анчах çĕнтерме пулĕ.

Çынсен çакна та пĕлмелле тесе шутлатпăр: хальхи вăхăтра районта хăрушлăх кăларса тăратакан зона чикки 5 çухрăм шутланать. Унта Аслă Елчĕк, Таяпа Энтри, Патреккел, Элекçей Тимеш, Тÿскел, Акчел, Ĕнел, Питтĕпел ялĕсем кĕреççĕ. Сăнаса тăракан зонăра вара 10 çухрăм чикĕре вырнаçнă ялсем шутланаççĕ. Вĕсем: Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Кĕçĕн Патреккел, Петровка, Исемпел, Кавал, Кивĕ Эйпеç ялĕсем. Çак ялсенчи кайăк-кĕшĕке те уйрăммăн тĕрĕслесе тăраççĕ. Кил хуçисен тимлĕхĕнчен те нумай килет. Чи малтан, килти хуçалăхри кайăк-кĕшĕке урама кăлармасăр усрассин йĕркине шута хуни.

Светлана АРХИПОВА,
район хаçачĕн ял хуçалăх ыйтăвĕсене çутатакан редакторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code