Пятница, Февраль 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Хĕрарăмсен консультацийĕн çурчĕ çĕнелнĕ

Хĕрарăмсен консультацийĕн çурчĕ çĕнелнĕ

Шупашкарта хула клиника центрĕн Чернышевский урамĕнче вырнаçнă хĕрарăмсен консультацийĕн çурт-не çĕкленĕренпе хальччен пĕртте тĕпрен юсаман.

Кăçал вара республика бюджетĕнчен çакăн валли ятарласа укçа-тенкĕ уйăрнă та ĕçе пикеннĕ. Чылай вăхăт юсава пула пациентсене йышăнайман медицина учрежденийĕ, халĕ ĕнтĕ самай хăтлăрах та илемлĕрех курăнаканскер, хăйĕн алăкĕсене çĕнĕрен уçнă. Асăннă çуртра мĕнлерех улшăнусем пулса иртнипе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та вырăна тухса кăсăкланнă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсенчен пĕри – ача-пăча сиплев учрежденийĕсемпе хĕрарăмсен консультацийĕсене тĕпрен юсасси. Палăртнă ĕçе Чăваш Енре пурнăçлассипе пăр вырăнтан тапраннă ĕнтĕ. Кăçал республикăра пурĕ 38 больницăна тĕпрен юсама палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code